Комментари хушас

8 Ноября, 2017 | Сывлăх | канашлусем

Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче медицина учрежденийĕсене пĕрлештермелли черетлĕ йышăнусене ырларĕç.

Эндокринологи диспансерĕ вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕпе пĕрлешет — тивĕçлĕ тытăмсем унта куçаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, диспансерăн Шупашкарти пушанакан çуртĕнче профиль ача сачĕ уçма е ватăсем валли хоспис йĕркелеме пулать. Вăл ача сачĕн «типлă çурчĕ» пулни пирки Патшалăх Канашĕн спикерĕ Валерий Филимонов та аса илтерчĕ-ха, çапах республика Пуçлăхĕ ачасем валли çĕнĕ садиксем туни, çав вăхăтрах ватăсен йышĕ ÿссе пынă май вĕсене тимлĕх ытларах кирли çинчен каланă хыççăн диспансерăн малашнехи шăпи тĕлĕшпе уçăмлăх халех палăрчĕ теме пулать-тĕр. Шурă халатлисен пушанакан йышĕ ĕçсĕр юлмĕ, министр пурне те вырнаçтарассине çирĕплетрĕ.

Психиатри службине те оптимизаци пырса тивет: Улатăрти, Етĕрнери психиатри больницисем республикăн психиатри больниципе пĕрлешеççĕ. Ку тĕслĕхре районсенчи тытăмсем упранса юлаççĕ. Çакă республикăри психиатри енĕпе чирлисен йышĕ пысăклансах пынă чухнехи условисенче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Управлени централизацийĕ вара укçа-тенке перекетлеме, унпа сиплев ĕçĕнче тухăçлăрах усă курма пулăшмалла. Михаил Игнатьев та пайăррăн палăртрĕ: медперсонал чакмĕ, пуçлăхсен шучĕ кăна пĕчĕкленĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.