Комментари хушас

8 Чÿк, 2017

«Ĕне маншăн анне вырăнĕнче пулнă»

Ăслă, анлă тавра курăмлă, таса чунлă… Çавăн пекчĕ вăл, аслă квалификациллĕ вĕрентекенĕмĕр, РФ халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Раиса Терентьева куçаруçă. Пурăннă пулсан Раиса Терентьевнăн юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче 75 çул тултармаллаччĕ.

Телейне вăл юратнă ĕçре тупнă — 40 çул ытла шкулта вăй хунă. Миçе пин ачана ăс-тăн паман-ши? Вырăсла та, чăвашла та тĕрĕс çырма, литературăна ăнланма, юратма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем çĕршыври тĕрлĕ хулара, ялсенче вăй хураççĕ, юратнă вĕрентекенне яланах ырăпа аса илеççĕ. Нумайăшĕ вĕрентекенĕпе юлашки кунĕчченех çыхăну тытнă, çыру çÿретнĕ, шăнкăравланă.

Раиса Терентьева 1942 çулта Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ Терентий Родионович пулăçсен бригадирĕ пулнă, амăшĕ колхозра вăй хунă, анчах пурнăçран ир уйрăлнă. Раиса та мĕн ачаранах колхоз ĕçне хутшăннă. Тырă вырнă, утă çулнă, кĕтÿ пăхнă, пулă тытма çÿренĕ. Амăшĕсĕр ÿснĕскерĕн ачалăхĕ питĕ нушаллă пулнă. «Анне вилсен питĕ йывăрччĕ мана, хама хăрăк турат пек туяттăм. Маншăн анне вырăнĕнче ĕне пулнă, унпа аннепе калаçнă пекех калаçаттăм», — çапла аса илетчĕ Раиса Терентьевна. Йывăр самантсене чăтса ирттерме ăна яланах кĕнеке пулăшнă. Чăваш тата вырăс литературине уйрăмах кăмăлланă хĕрача. Çак юрату каярахпа унăн профессине çаврăннă.

1959 çулта вăл Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн механизаци училищине кĕнĕ. Пĕр хушă трактористра ĕçленĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ педуниверситет/ историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, 1966 çулта, ăна Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари вăтам шкула янă. Унтан вăл Туркменири Мары хулинче каçхи шкулта, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хатĕрленÿ уйрăмĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине, историпе тăван халăх культурине вĕрентнĕ.

<...> Юлашки вăхăтра сывлăхĕ начартарах пулсан та 4-мĕш класра вĕренекенсем валли Е.Еньккан «Родной край» /Тăван ен культури/ кĕнекине хавхалансах чăвашла куçарчĕ.

Раиса Терентьевнăна 1980 çултанпа пĕлетĕп. Шкултан вĕренсе тухсан университет çумĕнчи хатĕрленÿ ушкăнне çÿрерĕм. Вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ ун чухне. <...> Кашни урока артист пек ирттеретчĕ. <...>

Кая юлса та пулсан Раиса Терентьевăна тав сăмахĕ калас, ун умĕнче пуç таяс килет. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа çулталăк ытла иртрĕ ĕнтĕ. Юратнă вĕрентекенĕмĕре аса илсе кĕнеке хатĕрлеме шухăшларăмăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.