Комментари хушас

2 Чÿк, 2017

Олег Сафонов: Чăваш Енри туристсене илĕртмелли чылай

Паян Чăваш Ене федерацин туризм агентствин ертÿçи Олег Сафонов килсе кайрĕ. Вăл Шупашкарти туризм обьекчĕсемпе паллашрĕ.

Чи малтан мускав хăни «Амазони» этнокомплекса çитсе курчĕ. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта пирĕн республикăра «Этническая Чувашия» инвестици проекчĕ пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Виçĕ çулта туризм обьекчĕсене тумашкăн 3 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă. Мускав хăнине «Тухья» музейĕн проекчĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вăл аквапаркăн уçă зонинче çулталăкĕпе шыва кĕме май туса памаллине палăртрĕ. 

Кăçалах Шупашкарта Атăл хĕрринчи Мускав çыранĕн пĕрремĕш пайне хута янă. Ăна РФ туризм агентстви пулăшнипе тунă. Хулан сити-менеджерĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх, Атăл çыранĕнче 5 километра яхăн çĕнетмелле, пĕтĕм ĕçе 2018 çулта вĕçлемелле. «Хĕллехи вăхăтра та çынсене илĕртмелли япаласем пулĕç. Йĕлтĕр трасси, каток тата ытти те», — терĕ Алексей Олегович.

Олег Сафонов çавăн пекех Константин Иванов скверĕпе, Хĕрлĕ тÿремри ăстасен хулипе, ЧР информаципе туризм центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата Хĕрлĕ тÿреме реконструкци тумалли планпа кăсăкланса паллашрĕ. Паянах Мускав хăни ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Вĕсем Чăваш Енре туризм отрасльне аталантарас ыйтусем çинчен калаçрĕç, ĕçлĕ тĕлпулу хыççăн Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлăва хутшăнчĕç.

Рубрика: 
Теги: