Комментари хушас

2 Чÿк, 2017

Вĕсем — пĕр çемье

Савăнăçпа хуйха пĕрле пайласа пĕр çемьери евĕр пурăнаççĕ. Çак çурта, çемйине вĕсем нихăçан та асран кăлармĕç.

Сăмах Шупашкарти тăлăх тата ашшĕ- амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасен центрĕнчи шăпăрлансем пирки. Паянхи кун ача çуртĕнче 11 ача пурăнать. Пурĕ икĕ çемье /ушкăнсене çемье теççĕ/. Пĕринче 7 хĕр ача, тепринче 4 арçын ача. Ачасен центрĕнче пурĕ 24 ĕçчен вăй хурать. Вĕсен шутĕнче 5 воспитатель, 4 кĕçĕн воспитатель, 3 социаллă вĕрентекен, 9 педагог- психолог, 3 хушма вĕрентÿ педагогĕ. Шăпăрлансене çак çурта тĕрлĕ сывату центрĕсенчен илсе килеççĕ. Ача çурчĕн директорĕ — Леонид Читнаев. Çурт уçăлнăранпа çиччĕмĕш ертÿçĕ вăл.

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасен центрĕ 1997 çултанпа ĕçлет. Пĕрремĕш ертÿçĕ — Нина Парфеньева. Малтанласа центр «Шкул çулне çитменнисен тата шкул çулĕнчисен /хутăш/ ача çурчĕ» пулнă. Уçăлсассăнах 100 ытла ача пурăннă кунта. Паянхи куна 412 ачана çемьесене хунтăлава панă. Ача çуртĕнче Интернат хыççăн ачасене хăнăхма пулăшакан пай пур.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти ача çурчĕ 20 çул тултарчĕ. Çак ятпа вĕренекенсен пултарулăх ĕçĕсемпе курав йĕркелерĕç. Ачасем куракансене юрă-ташăпа, сăвăпа савăнтарчĕç.

Малалла кунти пурнăçпа тĕплĕнрех паллашар. Центрта 7-17 çулсенчи ачасем пурăнма пултараççĕ. Хальлĕхе кунта чи кĕçĕнни 10 çулта, асли — 15-ре. Чăн-чăн çемьери пек пурăнаççĕ вĕсем. Çапах та ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем кам та пулин вĕсене усрава илессе питĕ кĕтеççĕ. Ачасем Шупашкарти 28-мĕш вăтам шкулта, коррекци шкулĕнче, вĕрентÿ центрĕнче вĕренеççĕ. «Киле» таврăнсан килти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Леонид Читнаев ачасен тавра курăмне ÿстерес тесе ырми-канми тăрăшать. Тĕрлĕ енлĕ аталанма экскурсисем, кружоксем йĕркелесе парать. Ача çуртĕнче халăх культурипе историне вĕрентес тĕллевпе "Сентти" фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Ертÿçи — Антонина Лукина.

Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче занятисем иртеççĕ.

Ача çуртĕнче йăлана кĕнĕ уявсем: çуртăн çуралнă кунĕ, Çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Çĕнтерÿ, Раççей, Республика кунĕсем. Кашни уйăхăн виççĕмĕш шăматкунĕнче "Аист çунаттисем" уçă алăксен кунĕ иртет. Микрорайонти, хулари, республикăри паллă çынсемпе тĕлпулусем тăтăшах пулаççĕ. Ачасем час-часах театрсене çÿреççĕ. Хулари, республикăри, Раççейри конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Ытларах «Ачалăха тавăр» проектпа ĕçлеççĕ. Регионта иртекен «Ăс палати» интеллект вăййинче нумай çул ĕнтĕ çĕнтерÿçĕсен шутĕнче вĕсем. Кунта çĕнтернĕ хыççăн Раççей шайĕнче хутшăнаççĕ.

Пултаруллă ача сахал мар. Вун пиллĕкри хĕр пĕрчи Саша ÿнер шкулне 4-мĕш çул çÿрет, кăçал шăпах вĕренсе пĕтерет. Хăй ÿкернĕ ÿкерчĕкпе Хусана та çитнĕ вăл. Унăн йăмăкĕ Вика вун тăватă çулта. «Атăл хĕрринче пĕр çемьере пурăнатпăр» конкурса иккĕшĕ хутшăннă.

Вун пиллĕкри Миша сăвă шăрçалать. Çĕнтерÿ кунĕнче вăл хăй çырнă сăвва еплерех янратнине никам та манмĕ. Кунсăр пуçне кĕтменлĕхсем хатĕрлеме юратать каччă. Пĕррехинче вăл Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе спорт ташши шутласа тупса, хусканусене ыттисене вĕрентсе ташă лартнă.

Ачасем ÿкерме, выляма, пластилинран фигурăсем тума, тĕрлĕ вак-тĕвек ăсталама, тĕрлеме, футболла выляма, конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнма, вăрманта уçăлса çÿреме, çырла, кăмпа пуçтарма юратаççĕ. Çулсерен Чăваш Енри, Мари Элти, Крымри лагерьсенче канаççĕ.

Ача çуртĕнчисем хăтлă та ăшă пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Пĕрремĕш хутра кĕнекесемпе пуян библиотека, чăвашлăхпа тата ача çурчĕн историйĕпе паллашма музей пур. Иккĕмĕш хутра çемьесем вырнаçнă. Кашни çемьере зал, виçшер ачана уйăрса панă çывăрмалли пÿлĕм, апат-çимĕç хатĕрлемелли тĕпел, душ пÿлĕмĕ пур.

Хĕрсем апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллаççĕ. Тĕслĕхрен, Сашăпа Вика шаурма тума пĕлеççĕ. Малтан ача çуртĕнче пурăннă Олеся аппăшĕ вĕсене хатĕр-хĕтĕрне илсе килсе парать те кусем тăрăшсах аппаланаççĕ вара. Ĕç-пуçа ытти хĕр ачасем те хутшăнаççĕ. Тĕпелте кухня гарнитурĕ, икерчĕ пĕçермелли, микрохумлă кăмака, мультиварка, блендер пур. Пĕçерме çеç ан ÿркен!

Кашни шăматкун ачасене мунча хутса кĕртеççĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.