Эрех сутакансем иртĕхмĕç-и?
«Чăваш депутачĕсем эрех-сăра сутакансене пуçтахланма май паракан саккун йышăннă теççĕ. «Хаярри» енне туртăннисем уншăн савăнĕç те, пирĕн, вĕсене тÿссе пурăнакан арăмсен, кун пек пулсан тинке тухĕ», – пăлханса калаçрĕ «Хыпар» издательство çуртне паян ирхине шăнкăравланă Галина Якимова /хăй ăçтанне сайтра вăл кăтартма ыйтмарĕ/.
Вулаканăмăр хумханнăран тата сăмах-юмах мĕнрен тухнине ăнланас тĕллевпе ЧР Экономика министерствипе çыхăнтăмăр. Акă епле хуравларĕ пире республикăн вице-премьерĕ – экономика министрĕ Владимир АВРЕЛЬКИН:
– ЧР Патшалăх Канашĕн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ 13-мĕш сессийĕнче «Чăваш Республикинче этил спиртне, алкоголь тата спирт продукцине туса илессине тата çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелесе тăрасси çинчен» республика саккунне улшăну кĕртнĕччĕ. Çакă – кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 278-мĕш федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн тунă утăм. Пĕлтерем: эрех-сăрана лавккасенче тата общество апатланăвĕн предприятийĕсенче сутассине кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен ЧР Министрсен Кабинечĕ йĕркелесе тăнă. Ку виçе пирĕншĕн лайăхчĕ: кафе-хупахра, пĕчĕкшерĕн сутакан ытти вырăнта эрех-сăра сутмалли йĕркене пăсакансем çинчен çынсем пĕлтерсен эпир йĕрке тăваттăмăр, кăлтăк пулсан сутма чараттăмăр.
Федераци саккунĕ вăя кĕчĕ те çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен общество апатланăвĕн предприятийĕсенче эрех-сăра сутассине йĕркелессине пирĕнтен, çĕршывăн субьекчĕсенчен, çав шутра Чăваш Енрен те, туртса илчĕç. Апла пулин те алă усса лармăпăр. Пире, Министрсен Кабинетне тата Роспотребнадзора, урăхларах полномочи пама ыйтса федерацин патшалăх органĕсене тухрăмăр. Кафесемпе хупахсем, общество апатланăвĕн предприятийĕсем хăйсен ячĕпе килĕшсе тăнипе тăманнине эпир тĕрĕслесе тăрасшăн. Ятарлă требованисене пăхăнса тăманнисене хупмашкăн ирĕк пама ыйтатпăр.
Унсăр пуçне общество апатланăвĕн предприятийĕсенче эрех сутмалли йĕркене пăсакансене тĕрĕслекен организацие палăртма республика хыснинчен укçа уйăраççĕ. Çапла вара малтан пулнă пирĕн тивĕçе туртса илни йĕркене çирĕплетессипе эпир сăнаса тăмассине пĕлтермест, эрех-сăра сутакансене саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлеттерессишĕн ытти майпа та усă курăпăр.
.