Комментари хушас

30 Ака, 2014

Çуркунне, акас умĕн

Вулакансем вăрлăха мĕнле хутаçра, савăтра упрасан лайăхрах-ши тесе час-часах ыйтаççĕ.

Тĕрлĕ пахча çимĕç вăрлăхне полиэтилен хутаçра тытсан, ахаль хутаçрипе танлаштарсан, шанчăклăрах сыхланса юлать тесе палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен кун пек чухне вăрлăха нÿрĕк витĕм кÿреймест.

Çуркунне, хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче, пахча çимĕç акассине мĕнлерех çăмăллатмалла. Акă пĕр-икĕ меслетпе паллашар-ха.

Укроп, купăста, петрушка вăррисене хăйăрпа хутăштармалла. Пĕр пай вăрлăх пуçне виçĕ пай хăйăр илмелле. Кун хыççăн ĕç чылай ансатланать - вăрлăха тăпра çинче «уйăрса» илме май пур. Теприсем кишĕр вăррине вĕтетнĕ пурăпа /мелпа/ е шăл тасатмалли çăнăхпа - порошокпа - хутăштараççĕ, алапа алласа илеççĕ. Ку меслетпе усă курсан вĕтĕ пĕрчĕсене йăран çинче асăрхама, пĕрешкел виçепе акса пыма май килет.

Акас умĕн пахча çимĕç вăрлăхĕн шăтаслăхне тĕрĕслеççĕ. Вĕттисене 100 пĕрчĕ, вăтаммисене - 50, шултрисене - 25 пĕрчĕ илеççĕ, сарлака тĕплĕ савăта хурса ăшă шывра нÿретеççĕ. Сăрхăнакан хутпа е пир татăкĕпе витеççĕ. Çиелтен кĕленче катăкĕпе хуплаççĕ. Пахча çимĕç вăррисене шăтма 15-20 градус кирлĕ /вăтамран/.

Арпус вăррине шăтса тухма 10-15, пăрçапа ясмăка 4-7, мăн хăяра /кабачок/ 5-8, шурă пуçлă купăстана 4-6, кишĕре 12-15, хăяра 5-8, йÿç кăшмана 3-5, çарăка 4-6, хĕрлĕ кăшмана 6-8, кавăна 5-8, нимĕç пăрçине 6-10 талăк кирлĕ.

Акас умĕн вăрлăха пиçĕхтерме ан манăр. Пиçĕхтерсе аксан калчасем пĕр тикĕс шăтса тухаççĕ, ир чечеке лараççĕ, çимĕçĕсем хăвăрт пулса çитеççĕ.

Сăнаса пăхсан çакă палăрнă, сăмахран, хăяр тухăçĕ кун пек чухне 45-50 процент таран ÿснĕ!

Хăяр тата кавăн вăррисене акас умĕн 1-2 уйăх 25-30 градус ăшăра упрасан питĕ вырăнлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.