Хуларинчен пĕрре те кая мар…
Хула çыннисем ялтисене таса апат çиеççĕ, мĕн пур продукцие хăйсем туса илеççĕ тесе ăмсанаççĕ. Ялтисем вара хуларисене таса та хăтлă, тирпейлĕ пурăнаççĕ теççĕ. «Тăрăшсан, çине тăрсан вĕсене пĕрлештерме те пулать», — теççĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем.
Шăнкăртамсенчен тĕслĕх илмелли пурах
Хуласене хăтлăх, тирпей- илем кĕртес тĕллевпе «Хулари хăтлă хутлăх» программа йĕркеленĕ. Унпа хуласем кăна мар, ялсем те усă курма пултараççĕ. Асăннă программăпа Патăрьелсем чи малтан усă курнă. Эпир Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Шăнкăртам ял тăрăхне çитсе куртăмăр, ял инфратытăмĕ епле аталаннипе паллашрăмăр. Сăмах май, 1945 киллĕ Шăнкăртамра паян 5874 çын пурăнать. Кунта ача çураласси, вилекенсен шучĕпе танлаштарсан, икĕ хут пысăкрах. Çамрăксем аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн яла таврăнаççĕ. Сала куллен çĕнелсе-аталанса пырать. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче кунта Вахитов урамĕнчи автоçула юсама пуçланă. Совет тапхăрĕнче пĕве пулнă, халĕ юхăннă вырăнта вĕсем кĕпер тăваççĕ, асфальт сараççĕ. Асăннă об˜ект 4 миллион тенке ларнă. Нухратăн 60 процентне патшалăх уйăрнă, 40 процентне халăхран пуçтарнă. Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Вали-тов пĕлтернĕ тăрăх, килес çул салари Шупашкар урамĕнче çул сарасшăн.
Шăнкăртамри общество канашне 2011 çулта сала пурнăçĕпе пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ăна ялти сумлă шур сухалсем ертсе пыраççĕ. Çапла майпа Шăнкăртамра «Халăхсен туслăхĕ» кану паркĕ йĕркеленĕ, «Паттăрсен аллейи» асăну комплексне тĕпрен çĕнетнĕ. Çавăн пекех вĕсем инкек-синкеке лекекенсене пулăшма страхлакан касса тунă. Кашни çемье çулсерен унта 1-ер пин тенкĕ хывать. Унпа аварие лекнисене, пушара пула шар курнисене тĕрев параççĕ. Çавăн пекех çулсеренех 1-мĕш класа каякансене, вĕренÿре «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракансене, чи лайăх спортсменсене, ăста педагогсене хавхалантараççĕ. Общество канашĕн фончĕ чирлисене те, нумай ачаллă çемьесене те, тăлăхсене те пулăшать. Кăçал кунта Сабантуй ирттерме спорт об˜екчĕсене хута янă, ăратлă лашасемпе ăмăртусем ирттерме ипподром, йывăр атлетсем тата «Корэш» кĕрешÿ валли помост тунă. Çулсеренех çуран çÿремелли кĕперсене юсаççĕ. Ытти ялшăн тĕслĕх шутланакан Шăнкăртамсем кунпа кăна лăпланса ларасшăн мар. Шупашкар урамĕ хыççăн Ленин ячĕллинче те асфальт сарасшăн. «Халăхсен туслăхĕн паркĕнче машина лартма вырăн, тротуарсем çук. Чкалов урамĕнче те ача-пăча лапамĕ тумалла», — палăртрĕ Минсур Харисович. Общество канашĕн хастарĕсем Шăнкăртампа Патăрьел сали хушшинчи хĕресленнĕ çула сарлакалатма ыйтаççĕ. Кунта ирсерен ĕçе васкакансем çуршар сехет «пăкăра» ларни пирки пăшăрханса каларĕç. Автотранспорт шучĕ нумайланнă, район центрĕ еннелле выртакан тĕп çул вара пĕрре кăна. Ял çыннисем физкультурăпа спорт комплексĕ пирки ĕмĕтленнине те пытармарĕç. Эпир Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи суту-илÿ комплексне те çитсе куртăмăр, Дамир Земдихановăн пуçарăвĕпе хатĕрлекен продукципе паллашрăмăр.
Çитсе курăр Патăрьеле…
Патăрьел те çултан-çул аталанса, ÿссе, хитреленсе пырать. Эпир Гагарин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 2, 4, 6, 8-мĕш çуртсен картишне тирпей-илем кĕртнине курса савăнтăмăр. Ăна «Хăтлă хула хутлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн тунă, икĕ уйăхра хута янă. Асфальт сарнă, тротуарсем хăтланă, ача-пăча лапамĕ тунă, электричество юписем вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартнă.
Гагарин урамĕнчи çула уçнă кун кунта пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Маларах çакăнта пылчăк çăрăлнă. Гагарин урамĕ тесенех таксистсен сехри хăпнă. Çав вăхăтрах çак çулпа «Паттăр» ФСКна иртсе çÿремелле пулнă. Патăрьелсем Гагарин урамĕ малашне чи хитрисенчен пĕри пуласса шанаççĕ. Ăна хăтлăх кĕртес ĕç малалла пырать. Культурăпа кану центрĕ çумĕнче вырнаçнă сквер та Патăрьелсемшĕн юратнă кану вырăнĕ пуласса шанать Рудольф Селиванов. Кунта чăваш гербĕ евĕр тротуарсем хăтланă, хунарсем вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартнă. Нумаях пулмасть çÿлерех асăннă культурăпа кану центрĕнче «Кинобатыр» кинозал уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кино курма пыракансен скверта уçăлса çÿресе канма та май пулĕ. «Эпир Патăрьелте хулари пек хăтлă, илемлĕ тăвасчĕ тесе тăрăшатпăр. Ку сквера питĕ кĕтрĕмĕр, ун пирки ĕмĕтлентĕмĕр. Вăл ваттине те, вĕттине те кăмăла каясса шанатпăр», — палăртрĕ Рудольф Васильевич.