Комментари хушас

25 Юпа, 2017

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ: 100 çул

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! 2018 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ никĕсленнĕренпе 100 çул çитет. Çак тĕле «Тăван Атăл» журнал театрпа пĕрле ятарлă викторина ирттерет. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхас шухăш-кăмăллисене çакăн пек ыйтусене хуравлама сĕнетпĕр.

Ыйтусемпе кунта паллашма пулать...

Хуравсене lrigel@rambler.ru электрон адресĕпе ярса пама е журнал редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 301 пÿлĕм/ пырса пама юрать.

Ĕçсене кăçалхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсем театрăн тата редакцин ятарлă дипломĕсене тата парнисене илме тивĕçлĕ пулĕç. Ăнăçу сунатпăр!

«Тăван Атăл» журнал редакцийĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.