Комментари хушас

23 Юпа, 2017

«Ылтăн» ачасен вырăнне

Красноармейски районĕнчи йĕркесĕр ачасен ятарлă шкулне пĕтереççĕ-им?

С.ВАСИЛЬЕВ.

Шупашкар хули.

Пĕтереççĕ мар, Чăваш Республикин девиантлă тыткаларăшлă ачасемпе çамрăксен «Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хупă йышши ятарлă шкулĕ» ятарлă вĕренÿпе воспитани хысна учрежденине пĕтернĕ темелле ĕнтĕ. Çак ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕн авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче татса панă.

1998 çултанпа ĕçленĕ, 38 воспитаннике йышăнма пултаракан шкула хупнине бюджет укçине перекетлессипе сăлтавланă. Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх — 2017 çул пуçламăшĕнче Упири шкулта пĕтĕмпе те 5 ача кăна пулнă. Паян вара пĕр воспитанник те çук — юлашкипе çĕртме уйăхĕнче сывпуллашнă. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче учрежденире 32 çын ĕçленĕ.

Шкул ĕçне тивĕçтерме республикăн 2017 çулхи бюджетĕнче 9,9 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Унти çул çитмен пĕр ача пуçне пĕлтĕр 1,9 миллион тенкĕ тăкакланă. Чăннипех «ылтăн» ачасем вĕт! Çав вăхăтрах Раççейĕн ытти субьектĕнчи çакнашкал хупă йышши учрежденисемпе килĕшÿ тăвас пулсан пĕр ача валли вăтамран 163 пин тенкĕ кирлĕ. Çак тăкаксен пысăк уйрăмлăхĕ шкулсенчи ачасен йышĕнчен, Раççейĕн ытти регионĕнчен ачасене йышăнма пултарнинчен килет.

Пĕтернĕ хыççăн та шкул пушă пулмĕ. Унăн баланс хакĕ 47,9 миллион тенкĕпе танлашакан пурлăхне республикăн Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствине параççĕ. Сергей Димитриев министр палăртнă тăрăх, шкул вырăнне социаллă учреждени пулĕ. Психоневрологи учрежденийĕнче вырăн çитмест — 150 яхăн çын черет кĕтет. Упири учреждени 60 яхăн çынна сиплеме-реабилитацилемешкĕн йышăнма пултарĕ.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.