Комментари хушас

22 Юпа, 2017

Тăманлă каçра тупнă телей

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ куракансем умне «Тăманлă каç» ятлă çĕнĕ спектакль кăларчĕ. Ку — ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Сергеева режиссерăн çĕнĕ ĕçĕ. Инсценировкине Николай Мартынов çыравçăн «Кăвак хуппи» калавĕ тăрăх Геннадий Медведев хатĕрленĕ.

Тĕп рольсенче Сергей Павлов /Раман Изамбаев/, унăн хĕрĕ Ангелина /арçын ача ролĕ — Гена/ тата Эмилия Назарова /Вера — Гена амăшĕ/ выляççĕ. Сюжечĕ питĕ ансат, çав вăхăтрах питĕ тарăн шухăшлă. Тĕрмерен тăван тăрăха таврăнакан Раман çул çинче Верăпа Генăна тĕл пулать. Çил-тăманлă каçра пĕрле утнă май вĕсем çывăхрах паллашаççĕ. Тискер те асар-писер çанталăкра çак виçĕ çын пĕр-пĕрне пулăшса, вăй парса пыраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринче çăлăнăç тупаççĕ, юлашкинчен арçынпа хĕрарăмăн чун-чĕринче юрату хĕмленме пуçлать. Çынсен хушшинче юрату туйăмĕ епле аталанса пыни питĕ уççăн курăнать. Киле кайма тухнă амăшĕпе ачи малтан арçынран шикленеççĕ, Раман та ют çынсене çывăха ямасть. Спекталь вĕçнелле вĕсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, алăран тытаççĕ. Ача икĕ çынна çыхăнтаракан хăйне евĕр кĕпер пулса тăрать.

Спектакле кинофильм ÿкермелли хальхи йышши ЗД мелĕпе илемлетнĕ. Кинопа спектакле çыхăнтарнă. Наталья Сергеева пĕлтернĕ тăрăх — спектакль валли ятарлса экран, кинопроектор, ытти хатĕр туянтăмăр. Экран çинче сăнланакан сюжетсемпе картинăсем спекталь шухăшне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ. Ку спектакльте виçĕ герой кăна вылять пулин те сцена çине театрăн пысăк труппи тухать. Массовкăна çамрăксем те, паллă артистсем те хутшăнаççĕ», — терĕ Наталья Алексеевна.

Спектальте кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене /эрех ĕçни, çемье проблеми, ашшĕ-амăшĕпе ачи хушшинчи çыхăну татăлни/ хускатнă. Раман тĕрмере ларнă пулин те чыслăхпа çынлăх туйăмĕсене çухатман. Кăмăл-сипет ыйтăвне, уйрăм çынсен чунсăрлăхне кăтартса панă.

Галина АНТОНОВА, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

Ку спектакль — чăваш драма театрĕн çĕнĕлĕхĕ. Кунашкаллине эпир халиччен курман. Кĕске калавран спектакль хатĕрлеме çăмăлах мар. Унта кулленхи пурнăçпа ĕлĕкхи самана, вилĕмпе пурнăç паллисем, уйрăм çын шăпипе халăх кун-çулĕ ылмашăнса пыраççĕ. Ку спектакль пире ваттисене сума сума, йăла-йĕркене упрама, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет.

Рубрика: 
Теги: