Комментари хушас

21 Юпа, 2017

"Хыпар" парнисене çĕнсе илессишĕн помост çине чи вăйлисем тухрĕç

Паян «Хыпар» хаçат турнирĕнче уйрăмах хĕрÿ пулчĕ. Тупăшăва чăн-чăн пăхаттирсем тухрĕç. Арçын спортсменсем икĕ енлĕ тупăшура /кире пуканне сулласа çĕклес тата кăкăр çинчен тĕртес енĕпе/ вăй виçрĕç. Аса илтеретпĕр, Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче ĕнер пуçланнă ăмăртăва 11 регионтан килнĕ 150 ытла спортсмен хутшăнать.

63 килограмлă виçере чемпион ятне виçĕ чăваш каччи тивĕçрĕç. Питĕрти çарпа космос академийĕнче вĕренекен 21 çулти Андрей Кузьмин /Йĕпреç районĕ, Пучинке/ 131 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. РФ спорт мастерĕсем Евгений Малинниковпа Дмитрий Курчин /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ — призерсем.

Тепĕр ушкăнра /68 кг/ Самар облаçĕнчи çар çынни Олег Щербин çĕнтерчĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ 207 очко пухса команда пухмачне ылтăн медальпе пуянлатрĕ. Çак ушкăнрах Хĕрлĕ Чутай каччи Леонид Ярадов палăрчĕ. 19 çулти яш иккĕмĕш хăнăхтарура виççĕмĕш пулчĕ. 73 килограмлă пăхаттирсен ушкăнĕнче Пермь крайĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ. Айдар Маматов, Юрий Власичев тата Фидарис Хасанов малти вырăнсене йышăнчĕç, РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Ку тупăшурах Василий Кириллов /Елчĕк районĕ, Лаш Таяпа/, Евгений Михайлов /Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш/, Сергей Фролов, Алик Волков /Вăрнар районĕ/ лайăх результатсем кăтартрĕç.

78 килограмлă виçере Питĕр, Чăваш Ен тата Тутарстан пăхаттирĕсем палăрчĕç. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Иванов /ял хуçалăх академийĕ, Йĕпреç районĕ/ ку хутĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Чемпионсен хушшинче çамрăк спортсменсем Иван Кузьминпа Олег Леонтьев /Вăрнар районĕ/ çухалса каймарĕç.
Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕн пĕтĕмлетĕвĕпе турнир таблицин пирвайхи картлашкисем çине Санкт-Петербург, Чăваш Ен, Пермь крайĕн, Тутарстан командисем çĕкленчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, «Хыпар» ИÇ директорĕ Татьяна Вашуркина тата издательство çурчĕн коммерци директорĕ Надежда Толстова саламларĕç, ăнăçу сунса диплом-медальпе тата кубоксемпе чысларĕç.

Ыран тимĕр вăййипе туслисем 85, 95 килограмлă тата 95 килограмран йывăртарах виçере ăмăртаççĕ. Пĕтĕм Раççейри турнирăн виççĕмĕш кунĕнче çавăн пекех ветерансем кĕрешĕве тухаççĕ.

Альберт Гиниатуллин, Тутарстан:
— Ку ăмăртура эпир пĕрремĕш хут. Пире Шупашкарта ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чăваш Енре спорт керменĕсем питĕ чаплă пулнине пĕрре мар илтнĕ. Халĕ хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Кунта тренировка ирттерме те, ăмăрту йĕркелеме те майсем туса панă. Спортзала тĕрлĕ плакат-баннерпа илемлетнĕ. Куракан валли те вырăн уйăрнă. Ку ăмăртăва Тутарстан спортсменĕсем кашни çул хутшăнаççĕ. Кăçалхи турнирта спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама май пани ăмăрту сумне ÿстерет.

Касим Гилязетдинов, Ульяновск хули:
— «Хыпар» турнирне эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех хутшăнма пуçланă. Тăван тăрăха медальпе сахал мар таврăннă. Кунта манăн вĕренекенсем те хăйĕн вăйне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра эп — спорт судйи. Ăмăрту çултан çул лайăхланса пырать, унта хутшăнакансен йышĕ те хушăнать. Кашнинчех çĕнĕ çынсемпе паллашатăп. Çамрăк спортсменсен ăсталăхĕ ÿссе пынине палăртас килет. Çав вăхăтрах аслă ÿсĕмри пăхаттирсенчен, яш чухне хампа пĕрле вăй виçнĕ спортсменсенчен, тĕлĕнетĕп: 6-7 теçетке урлă каçнă пулин те вĕсем халĕ те помост çине тухаççĕ.
 

Рубрика: 
Теги: