Комментари хушас

9 Юпа, 2017

Хĕвелçаврăнăш уйришĕн пăшăрханма кирлĕ мар

Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн "Ылтăн кĕркунне-2017" куравне хутшăннă. Пирĕн предприятисен продукцийĕ куравăн 65 медальне çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ регионтан пухăннă аграрисемпе Дмитрий Медведев премьер курнăçнă, АПКна патшалăх енчен кÿрекен пулăшу çитес çул тата пысăкрах пулассине çирĕплетнĕ. Кун çинчен республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартнă.

Канашлура пулнă "Хыпар" журналисчĕ Николай Коновалов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен аграрийĕсем 714 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çак кăтарту  республикăшăн рекорд шайĕнче. "Çапах ĕççи вĕçленнĕ теме иртерех-ха. Уйра — тата 300-320 миллион тенкĕлĕх продукци. Каярах пулса çитекен купăста кăна та мар. 5 хуçалăх тĕш тырра вырса пĕтермен. Çĕрулмине 98,5% пухса кĕртнĕ - тата 104 гектар кăлармалла. Сергей Геннадьевич çапса тĕшĕлеме палăртнă куккурус /5 пин гектара яхăн/ пиçсе çитеймессине пăшăрханса палăртрĕ, çавăнпа унăн пысăк пайне силос валли ярĕç.

Çапах тĕшĕлемелли те пур. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, хуçалăхсем куккурус лайăхрах типессе кĕтеççĕ, халех вырсан ăна типĕтмешкĕн нумай тăкакланмалла. 6,8 пин гектар хĕвелçаврăнăш та уйра-ха. Анчах ун тĕлĕшпе пăшăрханма кирлĕ мар — шăнтсан та пухса кĕртме пулать. Ĕççи вĕçленсен вара тулли кăмăлпа уяв кĕрекине ларма та намăс мар. Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне кăçал чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тума палăртнă, аграрисем хăйсен уявне Оперăпа балет театрĕнче ирттерĕç", - паллаштарчĕ планеркăра ял хуçалăх ĕçĕсене сÿтсе явнипе ĕçтешĕмĕр.

www.hypar.ru

 

Рубрика: