Комментари хушас

"Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçачĕн шăматкунхи номерĕнче РСФСР тата Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Терентьев (чылайăшĕ ăна Ухтер Мучи евĕр пĕлет) выляса ÿснĕ çырмана çÿп-çап тултарнине çырса кăтартнă. Кăлтăк пирки пичет кăларăмне тăван тăрăхне кайсан асăрханă вулакан хыпарланă. Тăван тавралăха тирпейлессипе çыхăннă ыйтупа паян эпир унтисемпе çыхăнтăмăр.

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Татьяна Антонова хăш çырма пирки сăмах пынине тÿрех ăнланчĕ. "Ялсенче контейнерсем те лартатпăр, йăлари хытă каяша пуçтаракан машина кашни урам тăрăх уйăхсерен çаврăнать. Çырмана пăрахас йăларан ял халăхĕ ниепле те писесшĕн мар", - чунне ыраттарса калаçрĕ Татьяна Валерьевна.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ каланă тăрăх, Геннадий Терентьев çуралнă Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакансен те, кÿршĕллĕ çĕнĕ пуянкассисен те çÿп-çапа миххе пухса пыма, ытах нумайланса кайсан контейнерсене пеме май пур. 

Çуп-çаппа тулнă çырмана вырăнти ял тăрăхĕнче ял халăхĕпе пĕрле пуçтарма шантарчĕç.

 

 

Вера ЭВЕРККИ.