Комментари хушас

5 Юпа, 2017

Паян Шупашкарта ультрасасă диагностикин специалисчĕсен съезчĕ уçăлчĕ

Паня, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, федерацин Атăлçи округĕнчи ультрасасă диагностикин специалисчĕсен 4-мĕш съезчĕ уçăлчĕ.

Асăннă мероприятие Раççейри медицинăри ультрасасă диагностикин специалисчĕсен ассоциацийĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш Республикинчи медицина ассоциацийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.

Сьезд ĕçне Раççей тата чикĕ леш енчи специалистсем хутшăнаççĕ, ку енĕпе тĕнчере юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсемпе паллаштараççĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăвăн тематики чăннипех нумай енлĕ, 15 блокран тăрать: акушерствăри, гинекологипе перинатологири, кардиологири, ангиологири, гастроэнтерологири, уронефрологири тата ытти органсен чир-чĕрне çапла майпа диагностикăлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма палăртнă.

Пухăннисем çавăн пекех Раççейри тата ют çĕршывсенчи компанисем хатĕрленĕ кăткăс оборудованин куравĕпе паллашма пултараççĕ.

Ультрасасă диагностикин специалисчĕсен съезчĕ юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕçленет.

Рубрика: 
Теги: