Ветеран-педагогсене манмаççĕ
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕн волонтерĕсем, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн хастарĕсем, Пĕтĕм Раççейри «Чунпа çамрăк» акцие хутшăннă. Шкул ачисем педагогика ĕçĕн ветеранĕсем патне çитнĕ, вĕсене Ватăсен кунĕпе саламланă: чечек тата открытка парнеленĕ, Учитель кунне йыхравланă. Волонтерсем ве-терансене хуçалăхра пулăшнă: пахчара тасатнă, кил-çуртра тирпейленĕ, пĕрле каçхи апат пĕçернĕ. Ватăсем ачасене тав тунă, вĕренÿре ăнăçу суннă.
Пăрачкав районĕнчи Кудеиха шкулĕн вĕренекенĕсем те çак акцие хутшăннă. Раççейри шкул ачисен юхăмĕн маттурĕсем Н.Кирилинăпа Г.Суслова педагог-ветерансене Ватăсен кунĕпе саламланă, шкулти уява йыхравланă. Кунашкал мероприяти республикăри ытти шкулта та иртнĕ