Комментари хушас

3 Юпа, 2017

Чăваш бизнесĕ умĕнче чăрмав нумай-и?

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта республикăри предпринимательсен ушкăнĕпе тĕл пулчĕ.

— Ĕçре сирĕн ума чăрмав сахал мар тухса тăнине пĕлетĕп, — терĕ. — Вăл ÿлĕм те пÿлме хăтланĕ. Регион влаçĕн тĕллевĕсенчен пĕри — çав йывăрлăха сирме пулăшасси, уйрăммăн илсен сире малалла кайма кансĕрлекен ыйтусене татса парассишĕн федераци шайĕнчи норматив-право докуменчĕсене улшăну-хушăм кĕртме сĕнÿсем тăратасси. Халиччен эпĕ сирĕнпе тĕл пулнă чухне предпринимательсен, çав шутра çамрăк хастарсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре пĕрре çеç мар тишкернĕ. Пирĕн 45 пин пĕчĕк тата вăтам предприниматель шутланать. Республика производствинче вăй хуракансен виççĕмĕш пайне вĕсем ĕçпе тивĕçтереççĕ. Малтанласа шутланă тăрăх — предпринимательсен кăçалхи производствăпа пулăшу ĕçĕсен укçа çаврăнăшĕ 300 млрд тенке яхăн пуласса шанатпăр. Вăл çуллен ÿсет. Чăваш Енри мĕн пур йышши организацисем туса кăларакан пĕтĕм продукцин çурринчен ытла — сирĕн тÿпе.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургри экономика форумĕнче регионти инвестици илĕртÿлĕхне йĕрелессипе Чăваш Ен çĕршыври малта пыракан субъектсемпе пĕрле пулнине палăртрĕ. Наци рейтингĕнче эпир 85 регион хушшинче ăмăртса улттăмĕш вырăнтан иккĕмĕшне тивĕçнĕ. Субъектсем пĕр-пĕринпе тупăшсах малалла талпăнаççĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстермелли майсем шыраса тупаççĕ.

— Çĕршыври çавнашкал лару-тăрура хамăрăн кăтартусене начарлатмалла мар, — терĕ Михаил Игнатьев. — Чăн та, çак тĕллеве пурнăçлама питĕ йывăр. Малаллах кайса ăнăçу тăвасси влаç органĕсем тата эсир алла-аллăн тытăнса талпăннинчен нумай килет. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли программа ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал сире тавăрса памалла мар субсиди 425 млн тенкĕлĕх уйăрăпăр. Республикăн Министрсен Кабинечĕ бизнеса аталантарма 2018-2020 çулсенче миçе тенкĕ уйăрассине халех палăртса хунă. Кун пирки иккĕленмелле мар. Бизнес проекчĕсем хатĕрлесе конкурссене хутшăнăр. Комисси ырласан вĕсене хыснаран уйăракан укçапа пурнăçа кĕртетĕр.

ЧР Пуçлăхĕ предпринимательсем тĕлĕшпе патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем тăвакан тĕрĕслев-сăнав ĕçне çуллен сахаллатнине палăртрĕ. Паллах, хăшĕ-пĕри саккунсене пăхăнманмасан вĕсем тĕрĕслев ирттерме йышăнаççĕ.

— Раççей Президенчĕ бизнеса «пăвма» юраманнине, тĕрĕслев-сăнав органĕсен ĕçне витĕр курма май тумаллине, тĕрĕслевсен шутне пĕчĕклетмеллине, вĕсене тухăçлă йĕркелемеллине аса илтерсех тăрать, — сăмаха тăсрĕ Михаил Игнатьев. — Тĕрĕслев-сăнав ĕçне реформăлама республикăра тĕллевлĕ модель çирĕплетнĕ. Комплекслă мерăсем йышăнса, Раççей Президенчĕпе Правительствин хушăвĕсене пурнăçласа, сирĕн сĕнÿсене шута илсе 2022 çул тĕлне пирĕн плана кĕртнĕ тата кĕртмен тĕрĕслевсене икĕ хут сахаллатмалла.

Тĕл пулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин ертсе пычĕ. Предпринимательсем ытларах бизнес тата налук органĕсен хушшинче сиксе тухакан ыйтусене хускатрĕç. Вĕсене республика прокурорĕ Василий Пословский, Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хуравларĕç.