Кедр мăйăрĕ çисе Улăп пăхаттире çаврăннă
Çапла çирĕплетеççĕ Трак тăрăхĕнче
Пĕр йывăçа халалласа уяв ирттерме пулать-и? Пĕр йывăçа кăна халалласа сăвă-юрă çырма мехел çитет-и? Уяв тăршшĕпех ун çичен кăна калаçма сăмах тупăнать-и тата? Çитет те, пулать те, тупăнать те — çапла çирĕплетеççĕ Красноармейскисем. Иртнĕ эрнере кунта «Кедр тăрăхĕ — Трак ен» слет иртрĕ. Унта çут çанталăк тусĕсене йыхравланă. Слета йывăç лартакансем, ун çинчен сăвă-юрă хайлакансем, çав юрăсене шăрантаракансем хутшăнчĕç.
Мероприяти фойеренех пуçланчĕ — унта темĕн тĕрлĕ капăр чечексем куçа, чун-чĕрене тыткăнларĕç. “Пушă алăпа килмелле мар терĕç те...” — кашни-пĕр килекен хĕрарăм аллинче — çăвĕпе хăйĕн пахчинче юратса ÿстернĕ çеçке пуххи. Мĕн кăна çук унта? Паллах, тĕп вырăнта — кĕл чечек. Халĕ ăна пирĕн тăрăхра та кашни пахчарах курма пулать. Сарри, шурри, хура хĕрли, шупки, кĕренни — мĕн тĕсли кăна çук вăл кунта. Унсăр пуçне — гладиолус, хризантема, астра, физалис... Пурин ятне те пĕлсе çитерес çук.
Супар ялĕнчен килнĕ Ефросиния Аверкиева кĕл чечекĕсене вазăна вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. “Ытти тĕрли те пурччĕ-ха та, — тет вăл, — шкул ачисене парса ярса пĕтертĕм”. — “Мăнукăрсене-и-ха?” — кăсăкланатăп эпĕ. “Çук, мăнуксене мар, ял ачисене”, — хуравлать вăл. 80 çула пуснă Ефросиния Никифоровна чечек тĕнчипе тахçанах, шкулта вĕреннĕ чухнех, туслашнă. Çакăншăн биологи вĕрентекенне Зоя Васильевăна “айăплать”. “Ăна пулах пĕрре туслашнă та чечексемпе, халĕ вĕсемсĕр пурăнаймастăп та, — тет хĕрарăм. — Пахчара çĕр улми ани тавра та йăлтах вĕсем ешереççĕ. Хурт-кăпшанка хăратаканнисене те ÿстеретĕп”. Пĕлÿ кунĕнче вара Ефросиния Никифоровна Еншик Чуллă шкул автобусĕн водительне вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чечек çыххипе саламланă. “Çакна кĕтменскер тĕлĕнчĕ малтан, — каласа кăтартать чечек тусĕ. — Ара, тетĕп, вĕрентекенсене çак кун çеçке çыххи параççĕ, сана вара лекмест...”
Чечексенчен, кĕрхи çимĕçсенчен йĕркеленĕ уяв майĕпен курав залне куçрĕ. Ку тăрăхра кедр вăр-манĕсем кашланине Трак енче пурăнакансем те пурте пĕлмеççĕ. Сăмахран, кунти тĕрлĕ вырăнта 1 пине яхăн кедр йывăçĕ çитĕнет-мĕн. Мăйăр тума та тахçанах пуçланă вĕсем. /Лартнă хыççăн 20 çултан çимĕçĕпе савăнтарать çак йывăç/. “Вăрманта мăйăр ура айĕнчех выртать, — каласа кăтартать Валерий Геннадьевич. — Пĕлменнипе пуçтаракан çук”.
Трак тăрăхĕнче кедр йывăçĕпе кăсăкланасси еплерех пуçланнипе çак юхăмăн вырăнти хастарĕ, “Кедр тăрăхĕ — Трак ен” проект авторĕ Светлана Мефодьева паллаштарать. “Малтанах ăналанаканах пулмарĕ, — тет хастар хĕрарăм. — Унтан районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем пирĕн шухăша ырласа йышăнчĕç, пулăшма пуçларĕç. Çапла çуралчĕ пĕрлехи проект”. Çапах та йывăç тусĕсен, тăван тавралăха хăтлăх, илем кÿрекенсен, чечек ÿстерекенсен слечĕ пĕрремĕш хут иртет — ăна Раççейри Экологи çулталăкне халалланă. Çак ыйтăва çĕршыв шайĕпе пайăррăн тимлĕх ахальтен уйăрман. Мĕн хăварăпăр эпир çитес ăрусем валли? Симĕс те таса тавралăх-и е çÿп-çап купи-и? Çакăн пикри халех, никамăн та мар, шăпах пирĕн шухăшламалла. Малалла вулас...