Комментари хушас

2 Юпа, 2017

Шупашкарти элеватора Раççейри чи лайăх арман тесе йышăннă

"Чăвашçăкăрпродукчĕ" акционерсен обществин филиалне, Шупашкарти элеватора, Раççейри чи лайăх арман шутне кĕртнĕ.

Авăн уйăхĕн 26-28-мĕшесенче Мускаври Тĕнчери промышленность академийĕ "Арман - 2017"  Пĕтĕм тĕнчери XV конференци ирттернĕ. Унта тыр-пул тирпейлес, продукци пахалăхне лайăхлатас, отрасле çĕнетес ыйтусене хускатнă. Çăнăх авăртакансемпе пĕрлех влаçрисем те калаçăва хутшăннă.

Конференци вăхăтĕнче "Раççейри чи лайăх арман" ятпа иртнĕ çул ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Талăкра 500 тонна ытла тĕш тырă тирпейлекеннисен хушшинче Шупашкарти элеватора "Раççейри чи лайăх арман" тесе йышăннă. Хисеплĕ çак ята предприяти хăйĕн кун-çулĕнче тăваттăмĕш хут йышăнать.

Рубрика: 
Теги: