Комментари хушас

"Промтракторта" ĕнер Пĕтĕм Раççейри "ЧЕТРА" тракторсен операторĕсен чемпионачĕ вĕçленчĕ. Унта пулнă май пирĕн корреспондент Шупашкар тракторĕсен тĕлĕнмелле "пултарулăхне" курса ĕненнĕ, "Трактор завочĕсем" концернăн Чăваш Енри предприятийĕсен малашлăхĕпе кăсăкланнă.

Тракторсен майĕсем, вĕсен операторĕсен ăсталăхĕ чăннипех тĕлĕнтерет. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: вун-вун тонна таякан улăп-бульдозер пĕчĕк юпа çинчи мечĕксене пĕрин хыççăн теприне пысăк кĕреçипе тĕртсе ÿкерет. Оператор — чăн-чăн ювелир! Ку упражнени "Баскетбол" ятлă. Унашкал упражнени вара темиçе те. Ахальтен мар ĕнтĕ чемпионат çĕнтерÿçисене саламлама ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин та килнĕ. Вĕсене наградăсем панă май вăл Шупашкар тракторĕсем шанчăклă та паха пулнине, паян вĕсене Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлнине палăртрĕ.

Ăмăрту призерĕсен хушшинче пирĕн ентеш те пулчĕ — "Промтракторта" ĕçлекен Максим Тимофеев 2-мĕш вырăна тухрĕ. 1, 3-мĕш вырăнсене вара хăнасем çĕнсе илчĕç — Андрей Нарышкин /старательсен "Нейва" артелĕ/ тата Руслан Элиханов /Уралти "Стройсервис"/.

Чемпионата хутшăннисене вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та саламларĕ — "Промтрактор" шăпи пирки унран ыйтрăмăр. Центрти массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕринче предприяти тĕлĕшпе панкрутлăх процедури пуçарасси çинчен пĕлтерни пирки ыйтнине хуравланă май Владимир Александрович çапла палăртрĕ:

— Шел те, МИХсенче Тулашэкономбанк, ытти кредитор "Трактор завочĕсем" концерн тĕлĕшпе панкрутлăх процедури пуçарма ыйтасси пирки пĕлтерчĕç. Çакна каласшăн: хальлĕхе ку енĕпе нимĕнле официаллă йышăну та çук. Çапла, эпир халь темле уçăмсăрлăх тапхăрĕнче. Уçăмлăх çывăх вăхăтрах пулмалла. Анчах панкрутлăх процедури пуçарсан та куншăн пăшăрханма кирлĕ мар — çакă завод ĕçлеме чарăнасса пĕлтермест. Ку процедура — предприятие сыватмалли санаци мерисенчен пĕри. Паян пурте, çав шутра кредиторсем те укçа уйăрассине, конвейера чарма юраманнине ăнланаççĕ. Кредиторсем те çухату тÿсĕç — оборудовани юрăхсăра тухĕ, эпир специалистсене çухатăпăр. Çавăнпа ку утăма никам та тăвасшăн мар.

Паян çĕршыв ертÿçисем те, Тулашэкономбанк та /тĕп кредитор/ заводăн ĕçлес майĕсем, саккассем пуррине ăнланаççĕ. Концерн предприятийĕсем ытти регионта та пур — вĕсем пăшăрханма пултараççĕ. Пирĕн республикăри предприятисем вара паянхи экономика усло-вийĕсенче ĕçлеме хатĕр: çĕнĕ оборудовани, квалификациллĕ специалистсем тата рынокра кирлĕ продукци. Çавăнпа лару-тăрăва хура тĕспе сăнласа кăткăслатма кирлĕ мар. Çав шутра — МИХсенче те.

Апла пулмасса шанатăп, анчах енчен те çынсене ĕçрен хăтарма тивес пулсан эпир бюджетра вĕсене çĕнĕ специальноçсене вĕрентме укçа пăхса хăварнă — ытти предприятире ĕçе вырнаçтарăпăр. Республика Пуçлăхĕ, Министрсен Кабинечĕ кунти ĕç-пуçа самантлăха та куçран вĕçертмеççĕ.

Тĕп критери — тракторсем туса кăларни. Цеха кĕрсе пăхăр — паян конвейер çинче çĕнĕ тракторсем пур. Концернăн Канашри "Промтрактор-Вакун" предприятине çитсен те çакнах куратăр — вакунсем тăваççĕ. Çийĕнчен халь ВЭБ-Лизингпа /вăл ВЭБ тытăмне кĕрет/ килĕшÿ алă пусас ĕç пырать — 5 пин вакун туса кăларма укçа уйăрасси пирки.

Хуть те мĕнле пулсан та предприятисене упраса хăваратпăр тесе шутлатăп. Паллах, тракторсем туса кăларасси унчченхи шайра мар — совет саманинчипе танлаштараймăн. 2012 çулхи чухлĕ те мар — çав çул "Промтракторшăн" ăнăçлă пулнă. Паян çаврăнăшри укçа çуккине пула тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ. Клиентурăна та çухатнă. Халь унчченхи ят-сума тавăрмалла, ĕçтешсен хушшинче шанăçа тепĕр хут çĕнсе илмелле. Сăмах май, паян кунта 8 пине яхăн çын ĕçлет. Пĕр пайĕ — 500 çын ытларах — кĕскетнĕ кун йĕркипе. Вĕсене ĕç укçине туллин тÿленĕ. Концерн предприятийĕсен налук тĕлĕшпе те парăмсем çук. Чăн та, энерги ресурсĕсемшĕн парăмсем самай пысăк капланнă.

 

 

Николай КОНОВАЛОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.