Комментари хушас

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăваш Енре сахал мар çĕне хаçат- журнал «шăтса тухрĕ». Ытларахăшĕ вăй илсе аталанаймарĕ, паян кунччен пурăнаймарĕ. Хăйĕн темине çеç мар, вулаканне те тупма пултарнă, çавăнпа пуласлăха шанчăклăн пăхакан кăларăмсен хушшинче «Халăх шкулĕ» журнал кăçал çĕртме уйăхĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа шăп та лăп 25 çул çитрĕ. Вăл ик уйăхра пĕр хут-чен харăсах икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла тухса тăрать. Ву-лакансен аудиторийĕ – ача сачĕн, вăтам тата аслă шкул ĕçченĕсем, ятарлă тата хушма пĕлÿ сферинче тăрăшакансем, ăслăлăх çыннисем. Вĕсемех журнал авторĕсем теме те юрать.

«Халăх шкулĕ» — вĕрентÿ ĕçченĕсем валли хамăр республикăра тухса тăракан пĕртен-пĕр ятарлă кăларăм. Кунта ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар пулин те, вăл Раççей шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ: 2008 çулта Мускаври конкурсра вĕренÿ сферинчи массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче «Регионти чи лайăх кăларăм» ята тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿре журналта чĕрĕк ĕмĕр ĕçлекен Олег Кульев /сăн ÿкерчĕкре/ редактор тÿпи те пысăк. Редакци ветеранне «Тăван Атăл» журнал ый-тăвĕсем çине хуравлама ыйтрăмăр.

– Олег Георгиевич, чăвашсем ик алла пĕр ĕç тесе калаççĕ-ха, çапах та çирĕм çул ытла пĕр журналта… Йăлăхтармарĕ-и?

– Килĕштерекен ĕç епле-ха йăлăхтартăр. Пачах урăхла, пĕр шухăшлă тус- юлташпа журналăн çĕнĕ номерне вулакансемшĕн интереслĕрех, усăллăрах тăвас тесе тăрашни ĕçлес кăмăла пушшех те çĕклет. Мана хама пирĕн редакцири сывлăш та урăхларах пек туйăнать: ăна темĕнле куçа курăнман, кашнинех мĕн те хайлама çĕнĕ вăй-хал паракан хумсем витереççĕ тейĕн. Çавăнпа кунта ытти çĕрте çуралман шухăшсем, идейăсем çуралаççĕ, çырăнман йĕркесем çырăнаççĕ. Чи интересли – редакци ĕçченĕсем улшăнсах тăраççĕ /журнала пуçаракансенчен халĕ пĕчченех ĕçлетĕп/, хавха кÿрекен сывлăшĕ вара – çук. Халĕ вăй хуракансенчен пĕри сăвă çырать, тепри юрă хайлать, виççĕмĕшĕ – тĕлĕнмелле ăста дизайнер… Ку пĕтĕмпех хамăр тĕп ĕçе – редактор тата корреспондент ĕçне тунисĕр пуçне.

Пĕр вырăнтан тенĕрен, тĕрĕслĕхшĕн калас пулать: çапах та 2001-2003 çулсенче контракт йĕркипе Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлерĕм. Кайран каялла журнала таврăнтăм.

– Ик чĕлхеллĕ кăларăмра ĕçлеме çăмăл мар пулĕ… Малалла вулас...

 

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.