Комментари хушас

28 Авăн, 2017

Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕлĕ

Эй, аслă чĕлхемçĕм,

чун-чĕрери хĕлхемçĕм!

Çакă сенкер тĕнчери

кун çутине астăван малтанхи самантранах

сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра упратăп,

çав ăшăпа пурнатăп.

Йĕлме йывăç пĕкечи

ярăм-ярăм ярăнса сиктеретчĕ сăпкама,

çут тĕнче ăш пиллĕхне ачисемшĕн пухнă чун,

хĕвел кăмăллă аннем,

калаçатчĕ манпала.

Çăл куçсем шăнкăртатни, çăлтăрсем йăлтăртатни,

чĕкеçсем чĕвĕлтетни, кĕпшĕлсем кĕвĕлтетни

пурччĕ унăн сассинче, унăн çепĕç юрринче.

Аттесен сăмахĕнчен сĕм вăрман каш кашлани,

ырашсем шăркаланни, çын ĕçпе патварланни,

тăшмана парăнманни сăрхăнатчĕ хăлхана.

Çут çанталăк куçăмне, хамăн пурнăç шуçăмне

эп кăларнă куç умне эс кÿрен пархатарпа,

аттепе анне чĕлхи, ытарми чăваш чĕлхи.

Сан таса пехилÿпе хам ĕçĕме тăватăп,

сан таса пехилÿпе алла çăкăр тытатăп,

сан таса пехилÿпе çынпа сапăр пулатăп,

эс кÿрен тивлетпелен — вырăсра та вырăн пур,

эс кÿрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур,

эс кÿрен тивлетпелен — çармăсра та ярмăç пур.

Эй, аслă чĕлхемĕр, пире усран ырсемĕр!

Сан ятна сăвапласа, ырлăхушăн тав туса

пуçа таяс кăмăл пур, чунтан калас сăмах пур.

Çав кăмăла палăртма çав мехеллĕ сехет пар,

çав сăмаха калама çав мехеллĕ хевте пар.

2

Пурнăç чĕрĕлĕхĕпе пĕтĕленнĕ çĕр çине

çын килет тахçан авал.

Йĕкелрен вăрман шăтать, хунавран вăрман хунать.

Ар сывлăшĕ пур чухне, ама сывлăш пур çĕрте,

çын йышĕ те хутшăнать,

чун çумне чун хушăнса,

хăйне ята йăх юлать.

Йăх катинче пуплеме, пĕр-пĕринпе хутшăнма,

ниме пухса ĕç тума, уяв туса савăнма

халăхăн чĕлхе пулать.

Аслă несĕлсен чĕлхи, аттепе анне чĕлхи!

Çĕр çинчи пин-пин чĕлхен

пин туратлă йывăççин авалхи тымарĕнчен

хунавланса килекен чăтăм-тÿсĕмлĕ чĕлхем!

Вĕçсĕр вăрман кашлани, Катунь шывĕ шавлани,

Тенгиз кÿлли хумханни, Урал шухăша кайни,

Каспи хумĕ каç пулсан улăпсемпе калаçни,

Кавказ тăвĕ кар тăни —

пурте пур сан кĕввÿнте,

пурте пур сан çеммÿнте.

Пушă выртан хирсенче кăпчак вăрттăн çÿрени,

Кăбрат хан Аспаруха вут умĕнче пиллени,

Ахмед Ибн-Фадланпа Алмăш алă çапнисем,

Киев кнеçĕ Улатимĕр, Сарă Хĕвел тенĕскер,

пирĕн пăлхар элтепĕрне пуç тайса чысланисем,

Кушкăри Якку Йăванĕ

çук çын ачи пуçĕпех

пысăк пĕлÿ туянса,

ĕçĕ çумне ĕç хушса, чысĕ çумне чыс хушса

дворян ятне илнисем,

унтан чăваш халăхне кĕнеке тыттарнисем, —

пурте пур сан кĕввÿнте,

пурте пур сан çеммÿнте.

Çăлтăр витĕр çул курса пуш хир урлă каçнăскер,

вĕрене çулçи çутипе вăрман витĕр тухнăскер,

Атăл тăрăх хăпарса,

вăл юпленекен çĕре çитсе

тымар яриччен ÿркенмесĕр утнăскер,

чăваш çынни санпала, ытарайми чĕлхемĕр,

хăйĕн йышне усранă,

синкер килнĕ сехетре юман пулса юрланă,

Вирт çÿрекен вăхăта йăмра пулса йăпатнă,

тÿлек тăран каçсенче саркайăк пек сас панă,

имлĕхне те сиплĕхне, ĕмĕрхи техĕмлĕхне,

ĕмĕрхи çепĕçлĕхне, тарават-вашаватне,

иксĕлми пархатарне уртмахĕнче упранă.

Чăваш ч.лхине сăвапласа к.в.лен. к.л.

32 Юрий Сементер

Тайма пуç сана, чĕлхем,

чунăмри таса хĕлхем!

3

Тĕнчене килен этем сар хĕвеле чыс тăвать.

Сар хĕвеле чыс тăвать, хура çĕре пуç таять.

Çăкăр çиес теекен, тутă пулас теекен

çĕр чĕлхине вĕренет,

çĕр чĕлхине вĕренсе, çĕр пулăхне ÿстерет.

Вăрлăх шăттăр теекен, тырă ăнтăр теекен

шыв чĕлхи те вĕренет,

шыв чĕлхине вĕренсе, уя нÿрĕк витерет,

ял çуммипе юхакан шăнкăр-шăнкăр шывсене,

çавра куçлă çăлсене çыншăн тăрăшма хистет.

Вут уссине пĕлекен,

ун вăйĕпе ун халне ĕçе кÿлес теекен

вут чĕлхи те вĕренет,

вут чĕлхине вĕренсе, çĕршер лаша вăйĕпе,

пиншер лаша вăйĕпе тĕрлĕ хăват меслетлет,

ĕç тухăçне пехетлет.

Çут çанталăк аллинче çитмĕл вăй та çичĕ вăй,

пайăр вăя пай пама, вунă пая пĕр тума,

пурнăç майлă çавăрма,

чĕлхемĕрĕн майĕ пур,

чĕлхемĕрĕн сайĕ пур,

пит пĕлесех тесессĕн, вĕренесех килсессĕн

таса чунлă этеме пыл пек пылак тутине,

çу пек çемçе ыррине, тухатуллă хăватне,

вăштăр-вăштăр çунатне, çураçуллă кăмăлне

тата ытти асамне парнелет чăваш чĕлхи,

ăс чĕлхи те хал çилхи.

Сан сулăмупа, чĕлхемĕр,

сăвай ларать лайăхрах,

никĕс чăтать ытларах,

пÿрт хăпарать хăвăртрах,

сан пехетÿпе, чĕлхемĕр, кĕреке илпеклĕрех,

туй юрри илемлĕрех, туй ташши хĕлхемлĕрех,

сан хисепÿпе, чĕлхемĕр,

атте-анне сумлăрах,

тăван-пĕтен чыслăрах,

пĕлĕш-хурăнташ хаклăрах.

Мерттес санăн кăмăлна!

Мерттес санăн çавруна!

Чăваш ч.лхине сăвапласа к.в.лен. к.л. 33

4

Улăх-çаран тени тĕрлĕ чечекпе пуян,

вăрман тени тĕрлĕ йывăçпа пуян.

Пĕрлĕхенпе пыл курăкĕ валли те,

юманпа çăка валли те, ăвăспа шĕшкĕ валли те

вырăн çителĕклĕ унта.

Хĕвел кĕлчечекпе утмăлтурата та,

çĕмĕртпе шăлана та пĕр пекех савать.

Кашни йывăç-курăкăн хăйне кура сиплĕхĕ,

хăйне кура имлĕхĕ.

Çавăнпа кирлĕ те,

çавăнпа хаклă та вĕсем пирĕншĕн.

Пĕтĕм курăк хушшинче пĕтнĕк пĕтес пулсассăн,

пĕтĕм йывăç хушшинчен йăмра-çÿçе çĕтсессĕн,

сывлăш техĕмĕ чакать, пурнăç техĕмĕ хухать.

Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.