Комментари хушас

27 Авăн, 2017

Хĕле хатĕр-и?

Республикăри 186 выльăх фермине хĕле хатĕрлес ĕç пырать. Сивĕсем пуçланиччен витесене юсаса пĕтермелле, тасатса дезинфекцилемелле.

Территорие, картана, çула йĕркене кĕртесси пирки те манмалла мар. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — республикăри мăйракаллă шултра выльăх фермисен 91 проценчĕ хĕле хатĕр. Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай районĕсенче ку енĕпе ĕçсене вĕçленĕ. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне утă — 145, сенаж — 166, силос 30 процент чухлĕ янтăланă. Условлă выльăх пуçне 23,2 апат единици тивет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.