Комментари хушас

20 Авăн, 2017

Вăрман варринчи ялсенче пурăнакансем кар тăрса вун-вун ĕç пурнăçланă

Паян Чăваш Eнре Пěpлехи информаци кунĕ иртет. "Хыпар" издательство çypчěн директорĕн-тěп редакторěн тивĕçĕceне пурнăçлакан Дмитрий Моисеев Йěпреç paйонěнче пулчě. Дмитрий Андреевич Березовка тата Калиновка ялěceнче пурăнакансемпе курса калаçнă.

"Вăрман варринчи çaк ялсенче тěпленнисене район центрěнчен илсе çитерекен 20 километр тăpшшĕ çyл тěпрен арканни пăшăpxaнтарать. Березовка ял тăpăxěн пуçлăxě Любовь Юрина ăна çитес çyл тума пуçлассине, проекта хатěрлесе çитернине ял çыннисене тепěр хутчен аса илтерчě", - вырăнтан хыпарларĕ Дмитрий Моисеев. Xaльлěxe Калиновкăceм савăнаççě, мĕншĕн тесен ял патне хытă cийлě çyл сараççĕ. Ĕçe  юпа уйăxĕн вěçěччен туса пĕтерме палăpтнă.

Ял çыннисем сĕт хакĕ çаплах хăпарманнине, ялтан çÿп-çaп илсе тухма кансěppине acăннă. "Палăpтмалла: ку ялсенче пурăнакансем питě пуçapyллă, пěрле кар тăpca вун-вун ĕç пурнăçланă вěсем. Çaв шутра  ял масарне карта тытса çaвăpнă. Тăкакăн пĕp пайне республика бюджетěнчен саплаштарнă. Мĕншĕн тесен вěceм кун валли проект хатěpлесе ăна ăнăçлă хÿтěленě", - Йĕпреç тăрăхĕнчисен пурнăçĕпе паллаштарчĕ Дмитрий Андреевич.

www.hypar.ru

Теги: