Комментари хушас

15 Авăн, 2017

Президент грантне илес текенсен мĕн пĕлмелле?

«Социаллă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне мĕнле илмелле?» — шăпах çак темăпа Наци библиотекинче коммерципе çыхăнман организацисем /НКО/ валли семинар иртрĕ. Унăн спикерĕ Президент гранчĕсен фончĕн генеральнăй директорĕ Илья Чукалин пулчĕ.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра коммерципе çыхăнман 1372 организаци ĕçлет. Кăçал çакнашкал пĕрлешÿсем валли паракан Президент гранчĕсен пĕрремĕш конкурсне пирĕн республикăран 35 заявка тăратнă. 4 проект çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пĕтĕмпе 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă. «Эпир вырăна тухса йĕркелекен семинарсене лайăх, ырă, çутă пуçару нумаййипе палăрнă регионсенче ирттеретпĕр. Сирĕн республикăра та çĕнĕ те кăсăклă 4 проект çеç мар, вĕсем чылай ытларах», — терĕ Илья Чукалин.

Вăл НКОсем валли Президент гранчĕсен иккĕмĕш конкурсĕ пуçланнине, заявкăсене авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăннине аса илтерчĕ. Кăçал грантсем валли пĕтĕмпе 7 миллиард тенкĕ укçа уйăрнине /ун пекки хальччен пулман/, çав шутран 4,5 миллиард тенки иккĕмĕш тапхăр валли юлнине пĕлтерчĕ. Спикер конкурса хутшăнма тăратакан документсене тĕрĕс мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарса пачĕ, заявкăсенче тĕл пулакан йăнăшсене тишкерчĕ.

Илья Чукалин заявкăна конкурса ăсатиччен эксперт куçĕпе хаклама, вăл критерисене еплерех тивĕçтернине тишкерме сĕнчĕ. Илья Владимирович документсене май килнĕ таран маларах тăратмалла терĕ, ун пек чухне тупнă йăнăшсене тÿрлетме майсем пуррине аса илтерчĕ.

Президент гранчĕсен фончĕн генеральнăй директорĕ коммерципе çыхăнман организацисен представителĕсене хастартарах пулма сĕнчĕ. Чăваш Енре Раççей Президенчĕн грантне илекен НКОсен шучĕ ÿсессе шаннине пĕлтерчĕ.

Теги: