Комментари хушас

15 Авăн, 2017

Наркотике хирĕç пĕр шухăшлă пулса тата килĕштерсе ĕçлемелле

Тупăш чакса пынă май çынсем, уйрăмах çамрăксем, укçа-тенкĕ тупмалли çĕнĕ меслетсем шыраççĕ. Çăмăл, çав вăхăтрах тата питĕ хăрушă, тупăш çăлкуçĕсенчен пĕри наркотик пулса тăрать. Ахальтен мар статистика юлашки вăхăтра синтетика хутăшĕсен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕн калăпăшĕ ÿснине кăтартать. Çакă паянхи куншăн çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотиксемпе кĕрешекен комиссин паян иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче палăртрĕ.

Сакăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш Енре наркотиксен саккунсăр çаврăнĕшĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсни палăрнă. Право хуралĕн специалисчĕсем ку сферăра 891 преступлени тупса палăртнă, çак шутран 755-шĕ наркотик сутнипе çыхăннă, 801-шĕ йывăр тата питĕ йывăр преступленисен шутĕнчен. Сакăр уйăхра 489 преступление /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 178 процент нумайрах/ уçса панă.

— Çакă, пĕр енчен пăхса хакласан, пирĕн пĕрлехи ĕç тухăçлăхне, право хуралĕн органĕсем тĕллевлĕ ĕçленине кăтартакан хисепсем. Тепĕр енчен вара вĕсем наркотиксен çулне хуплас тĕлĕшпе мĕн тумалли пирки шухăшлама хистеççĕ, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Шурă вилĕмпе» кĕрешмелли тĕп çул-йĕрсен шутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ профилактика ĕçне вăйлатассине, наркотиксен авăрне лекнисене малтанхи тапхăрта тупса палăртассине асăнчĕ.

Саккуна пăсса «наркотиксемпе туслашакансене» саккун алли пуçран шăлмасть. Акă ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕ Данис Шакуров пĕлтернĕ тăрăх — çакнашкал преступлени тунăшăн 177 çынна /çак шутра 81-шне психотроплă япаласене сутнăшăн/ айăпласа явап тыттарнă.

Михаил Игнатьев наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерес тесен профилактика органĕсен вăйĕсене пĕрлештермеллине, пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине палăртрĕ. «Çивĕч çак ыйтăва татса парассинчен хуласемпе районсенчи çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссисен, ачасен прависен институчĕн, общество организацийĕсен айккинче пăрăнса юлмалла мар. Мĕн пур субъектăн кăтартусене лайăхлатса пырассишĕн пĕр шухăшлă пулса тата килĕштерсе ĕçлемелле», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

 

Теги: