Комментари хушас

29 Ака, 2014

Ăсталăх Хусана та, Суздале те çитерет...

Этемлĕхшĕн çăпата сырса çÿресси тахçанах манăçа тухнă ĕнтĕ. Çăкаран хуçнă пушмака тиртен, сăрантан çĕлетнисем улăштарнă. 100 çул каялла вăл кашни çемьерех пулнă тăк халĕ ăна музейра кăна курма пулать. Апла пулин те Чăваш Енре паян та çăпата тăвакансем пур-ха. Мĕн тĕллевпе аппаланаççĕ-ха вĕсем çак ĕçпе? Хăйне евĕрлĕ тĕпчев ирттерсе эпир Чăваш Енре пурăнакан çакнашкал темиçе ăстана та тупса палăртрăмăр. Мĕнех, вĕсен вăрттăнлăхĕсемпе паллашар апла!

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Виталий Андреев ачапча çулĕсенчех çăпата хуçма вĕреннĕ. Ашшĕсĕр çитĕннĕ, çемьере пилĕк ача пулнă... Ирĕксĕрех çăпата сырма тивнĕ, урăхла пушмак пирки шухăшлама та пултарайман. Каярах, шкулта физика, математика вĕрентнĕ тапхăрта, çăпатана чун валли тукаланă. Фольклорпа кăсăкланакансем валли парнелĕх те ăсталанă. Халĕ те 74 çулти пенсионершăн çăпатапа аппаланасси - чун киленĕçĕ. Виталий Афанасьевич сувенир пек пĕчĕк çăпата та, пысăкраххине те, калуш евĕрлине те тăвать. Пушăтне вара çуркунне, çăка сĕткенне кăларсан кăна хатĕрлет.

Иртнĕ кĕркунне алă ăстине Хусанти çамрăксен театрĕн ĕçченĕсем шыраса тупнă. Çĕнĕ спектакль валли вĕсем ăна 300 мăшăра яхăн çăпата ăсталама ыйтнă. Шаннă ĕçе маçтăр хавхалансах пикеннĕ... Пĕррехинче вăл телевизорпа Бураново кинемейĕсем сырнă çăпатасене сăнаса пăхнă. Унтан çавнашкаллисенех тунă. Вĕсен çăпатисем тăваткал та мар, çавра та мар, шĕвĕртерех иккен. Артистсем валли кăна мар, хăйне валли те çăпата хуçать вăл. Ăна уявсенче хаваспах сырать. Виталий Афанасьевич авалхи пушмаксăр пуçне хăваран карçинкка, чечек чÿлмекĕ те çыхать.

Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинче пурăнакан 83 çулти Иван Федоровшăн та çăпата хуçасси - чун киленĕçĕ, чун йăпатмăшĕ. «Икĕ алла - пĕр ĕç, нимĕн тумасăр епле ларас»,- тет вăл. Ачисем: «Мĕн çитмест сана атте, куçна хăть упра-ха»,- тесе хирĕçленине те пăхмасть. Ăна, ылтăн алăллăскерне, ялти культура çуртĕнче унăн ĕçĕсен куравне йĕркелени те, шкула ятарлă тĕл пулусене чĕнни те хавхалантарать. Çапла майпа вăл çамрăк ăрăва хăйĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Маларах вара вăл çулсерен Çĕрпÿ ярмăрккине çăпатисене сутма илсе тухнă. Иван Федорович унта та ахаль ларман: кăсăкланакансене ĕç мелĕпе паллаштарнă. Пĕррехинче çапла Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров та ун умĕнче чарăннă. Çăпатисене пахаланă май Иван Федорова мухтанă: ан ÿркен, малашне ĕçлеме ан пăрах тенĕ. Николай Васильевичпа пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕке Федоровсем чи курăнмалли вырăна вырнаçтарнă.

Иван Федоров çăпатисене Шупашкарти «Халăх промыслисем» лавккана кÿрсе панă. Унтан вара чăваш çăпатине Суздале «Суздаль çухрăмĕ» /Суздальская верста/ спортпа фольклор уявне ирттерме илсе каяççĕ. Сăмах май, асăннă хăйне евĕр ăмăртăва 2007 çултанпа йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем пурте чăваш çăпатине сырса пĕр çухрăм чупаççĕ. Çăпата ывăтмалла, лапталла выляççĕ. Çăпата сырсах футболла выляççĕ. Чи тĕлĕнмелли: спортсменсене çăкаран хуçнă чăваш çăпати питĕ килĕшет. Халĕ Суздальтен Метикассинех таврăнар-ха. Иван Федоров пĕрремĕш çăпатине вунă çулта чухнех тунă. Вĕсене вăл Чурачăк пасарĕнче 5-8 тенкĕпе сутнă. «Халĕ çăпата тăвакан таврара та урăх çук. Хушăран карчăксем: «Юлашки çула кайма çăпата хуçса пар-ха»,- теççĕ. Епле хирĕçлейĕн? Пушăт сÿме мăшăрăма та илсе каятăп. Çăкана ытларах кăмăллатăп. «Хурама çăпати çирĕп мар, йĕпе çанталăкра час çĕтĕлет»,- тетчĕ атте. Çуркунне çăпата тĕпне тăватă пăта /йывăçран/ çапаттăм. Пăта çăпатине ачапча ытларах кăмăллатчĕ. Хушăран кĕле çĕлеттĕм. Кукăр тупань теççĕ ăна. Вăл шыв витесрен сыхлать. «Эх, çăпата, çăпата, куртăн эсĕ хурлăхна», - купăс тытса пĕр çавра шăрантарчĕ Иван Федорович. Мучи каланă тăрăх - пушăтлăх сÿме турчăка аври пек пулнă çăка кăна юрăхлă. Пĕр мăшăр çăпата тума 6-7 çăка вулли кирлĕ. Ĕлĕк çулталăкне хресчен 40-50 мăшăр çăпатана çÿресе пĕтернĕ. Иван Федоров çуллахи вăхăтра хăй те пахчари утта тавăрма çăпата сырса тухать. Халĕ вара калуш евĕрлине тума ĕмĕтленет. Ăна мунчаран тăхăнса тухма аван-мĕн. Шур сухал мана та асăнмалăх сувенир валли тесе тунă пĕчĕк çăпата парнелерĕ.

Çăпата хуçасси, паллах, арçын ĕçĕ. Çапах та хĕрарăмсем те çак ăсталăха хăнăхаççĕ. Акă Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăсра пурăнакан Ольга Ершовăна та ашшĕ ача чухнех çăпата тума вĕрентнĕ. Халĕ те вăл ахаль ларасран тесе сувенирсем тата калуш евĕрлĕ çăпата тăвать. Килĕнче тĕртнĕ пиртен çĕленĕ чăваш кĕпипе çÿрет. Шăрăхра урине çăпата сырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Çĕньялта пурăнакан 84 çулти Константин Сергеев та çăпата тума сĕре ăста. Вăл картишне, пахчана тухнă чухне çăкаран хăй ăсталанă шĕвĕр «сăмсаллă» пушмака /калуш евĕрлĕрехскерне/ тăхăнма кăмăллать: меллĕ, ура та сывлать. Çăпатисене вăл çивĕт евĕр явса «çыхать». «Çу уйăхĕнче, сĕткен кĕрсе пынă вăхăтра, вăрмана çул тытатăп. Питравччен кăна пушăт касатăп. Кайран йывăç вулли хытать», - тет Константин Андреевич. «Хăй вăхăтĕнче Аслă Арапуç пасарне Çăпата пасарĕ тетчĕç. Эпĕ те суткаланă унта хам ăсталанисене. Пасарĕпе çăка пушмакчĕ! Мĕн тĕрли кăна çукчĕ-ши унта? Карчăксем халĕ те: «Вилĕм çăпати туса пар-ха»,- тесе анратаççĕ. Вилсессĕн хăйсене çăпата сыртарса юлашки çула ăсаттарасшăн. Вĕсен кăмăлне хăварас килмест: çакнашкал саккас пулсанах ĕçе пикенетĕп»,- сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ ăста.

Кĕçтук мучин юратнă йывăçĕ - çăка. Апла пулин те вăл хурамаран та çăпата хуçнă. 2010 çулта вара Тутар Республикинчи Пăва вăрман хуçалăхĕн лесникĕ çăпата тума пĕлекене шыраса Çĕньялах çитнĕ. Вăл Кĕçтук мучине «Вăрман тата çын - Хусан» курава та хутшăнтарнă. Хусанти выставкăра вăл пухăннисене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă. Тутар ăна уншăн телевизор парса хавхалантарнă.

Çавăн пек вĕсем - çăпата ăстисем. Юлашки могикансем... Ĕмĕр тăршшĕпех аваллăха асра тытаççĕ, хăйсем пурăннă чухне малашлăха çул хывса хăвараççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.