Комментари хушас

4 Авăн, 2017

Хула çыннисене "Кĕркунне парнисем" ярмăрккăсене йыхравлаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Çурла уйăхĕнче çанталăк аван тăнă май республикăра та ĕçсем аван пынă. Çапах вырмана кая юлса тухнин витĕмĕ куç кĕрет. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне Чăваш Енри хуçалăхсем тĕпрен илсен вырмана вĕçленĕ ĕнтĕ, кăçал вара авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне тырра 183 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ — 67% ытларах. Ăнăçлă ĕçлекен Елчĕк районĕнче те ку кăтарту 86,6% шайĕнче. Тухăç аван, çапах гектар тухăçĕ республикăн кăнтăр енчи районĕсенче те 30 центнертан иртеймесси халех паллă.

Кĕрхи культурăсене акасси те пĕлтĕрхинчен юлса пырать. Хуçалăхсем паян çĕр улми кăлараççĕ. Выльăх апатне иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ытларах хатĕрленĕ.

Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă вăхăтрах хуласен çыннисене пахча çимĕçпе тивĕçтересси пирки те шухăшламалла. "Кĕркунне парнисем" ярмăрккасем хуласенче пуçланнă ĕнтĕ. Тÿлевсĕр суту-илÿ вырăнĕсем уйăрнă. Анчах, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, хула çыннисем вĕсемпе усă курма васкамаççĕ-ха. Хальлĕхе хаклăрах тесе тăхтаççĕ, йÿнелессе кĕтеççĕ-ши?

Хаксем вара чăнласах пĕчĕк тееймĕн. Çĕр улмине килограмне — 14-16, сухана — 20-23, купăстана — 7-8, кишĕре 18-23 тенкĕпе сĕнеççĕ. Ку хаксем лаккаринчен пĕчĕкрех, анчах пĕлтĕрхипе танлаштарсан — палăрмаллах пысăкрах. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев суту-илĕве райпосене, предпринимательсене анлăрах явăçтарма сĕнчĕ, анчах усламшăн кăна çунакан посредниксене иртĕхме памалла мар. Ватăсене, инвалидсене пахча çимĕçе килне тÿлевсĕр леçсе параси пирки манмалла мар — ку енĕпе Шупашкарта та, Çĕнĕ Шупашкарта та мерăсем йышăннă.

 

Рубрика: 
Теги: