Карас çыхăнăвĕ, уçă кăтартусем...
Карас çыхăнăвĕн пĕр операторĕ патĕнчен теприн патне абонент номерне сыхласа хăварса куçасси, Чăваш Енре "Уçă кăтартусем" портала туса хурасси - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире. Мероприятие уçнă май министр çумĕ Алексей Новиков кăçал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем хăйсен карас телефонĕн номерне сыхласа хăварса оператора улăштарма пултарнине пĕлтерчĕ. Çак çĕнĕлĕхе федерацин "Çыхăну çинчен" саккунне улшăнусем кĕртсе çирĕплетсе хăварнă. Халĕччен абонентсенчен нумайăшĕ çыхăну пахалăхĕ, хакĕ тата ытти тивĕçтермесен те хăйсем тахçан суйласа илнĕ компанирех юлнă, вĕсем çĕнĕ номер илсен юлташĕсене, партнерĕсене "çухатасран" шикленнĕ. Халĕ вара пĕр пăшăрханмасăрах оператора улăштарма май пур. Çĕнĕлĕхпе усă курас тесен абонентăн хăйĕн операторĕ ячĕпе заявлени çырмалла, парăмсем пур тăк вĕсене татмалла. Заявление 4 кунра пăхса тухаççĕ, телефон номерне куçаканнисен базине параççĕ. Çын суйласа илнĕ çĕнĕ оператор техника тĕлĕшĕнчен хатĕр тĕк 8 кунран абонента унăн номерне куçарни пирки хыпарлаççĕ, вăл хатĕр мар тăк вăхăт ытларах иртĕ. Çак мелпе усă курнăшăн мĕн чухлĕ тÿлемеллине оператор хăй палăртать, çапах вăл 100 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Нумайăшĕ ăна пачах тÿлевсĕр тăвасшăн тесе пĕлтерчĕç пресс-конференцие хутшăннă специалистсем. Саккунпа килĕшÿллĕн оператора 70 кунра пĕр хут çеç улăштарма юрать. Хальлĕхе ку утăма регион чиккинче кăна тума пулать. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа абонента тепĕр çĕре вăхăтра куçарман операторсем ăна çыхăнупа тÿлевсĕрех тивĕçтерме тивет: унăн номерне конкурентсене паричченех. Карас çыхăнăвĕн компанийĕсен представителĕсен шухăшĕпе - абонентсен 1-3% çеç оператора улăштарма пултарать. Çапах та вĕсем кашни клиентшăн кĕрешме хатĕрри тÿрех сисĕнет. "Уçă кăтартусем /даннăйсем/" портала тăвас ĕç пирки министр çумĕ Алексей Новиков тата министерствăн информаци технологийĕсене ĕçе кĕртекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ирина Никонорова каласа кăтартрĕç. Çĕнĕ уйрăм Чăваш Ен влаç органĕсен официаллă порталĕнчех /cap.ru/ хута кайĕ. Вăл республикăра пурăнакансене влаç органĕсем пирки калакан общество пĕлтерĕшлĕ информацие ятарлă запроссăрах илме май парĕ. Ку кăтартусем, тĕслĕхрен, шкулсемпе больницăсем, ача сачĕсем ăçта вырнаçнине, преступлени тăвасси е тăван тавралăха вараласси мĕнле шайра пулнине, е тата ыттине пырса тивме пултараççĕ. Асăннă ресурса республикăн Геопорталĕпе те çыхăнтараççĕ, унта уçă кăтартусене автомат мелĕпе куçарĕç. Çĕнĕ портала тума пуçланă ĕнтĕ. Ăна патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки калакан информаципе пуянлатса-тултарса пырĕç. Юстици министерствин, тĕслĕхрен, пĕтĕм ЗАГС тата миравай судьясем çинчен пĕлтерекен кăтартусене вырнаçтармалла, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин - ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пирки. Чÿк уйăхĕнче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем валли вĕренÿ семинарĕ ирттернĕ, портала информаци мĕнле лартмаллине тата ытти саманта тĕплĕн ăнлантарса панă. Вĕсен хăйсен ведомствисен сайтĕнче "Уçă кăтартусем" портала кĕмелли информаци баннерне вырнаçтармалла, çак уйрăмри хыпарсене çĕнетсех тăмалла. Çĕнĕ портала Чăваш Енре кăçал çулталăк вĕçлениччен хута яма палăртаççĕ. Вăл Чăваш Республикинчи влаç органĕсен ĕç-хĕлне тата уçăрах тума май парĕ. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА