Комментари хушас

1 Авăн, 2017

Пĕлÿ кунне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче те уявларĕç

Пĕлÿ кунне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче те савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Çак ятпа студентcене, преподавательсене саламлама РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновапа Леонид Черкесов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç. Вĕсем студентсене сывлăх, телей, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Ял хуçалăх академийĕнче кăçал ют çĕршывран килнĕ 58 студент вĕренĕ. Вĕсем Чăваш Ене ăс пухма тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă.

Çак кунах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ÿсен-тăран лабораторине тата Baуer-аудитори уçрĕç. Унсăр пуçне - çăкăр пĕçерекен наукăпа производство лабораторине те.

Юлашкинчен академи ертÿлĕхĕ "Ольдеевская" агрофирмăна ĕçлеме вырнаçнă ĕнерхи студентсемпе тĕлпулса калаçрĕ. Сăмах май, кăçал унта 8 çамрăк ĕç вырăнĕ тупнă.

Рубрика: 
Теги: