Чăваш Енри районсенче «Террора хирĕç кино» эрне иртет
Чăваш Енре «Террора хирĕç кино» эрне иртĕ. Ачасемпе çамрăксене экстремизм тата терроризм серепине çакланасран асăрхас тĕллевпе йĕркелекен акцие авăн уйăхĕн 4–8-мĕшĕсенче йĕркелĕç.
Ачасемпе çамрăксене «Кандагар», «Личный номер», «Код апокалипсиса», «Всадник по имени смерть», «Олимпиус инферно» фильмсене кăтартрĕç. Терроризма хирĕçле кинолентăпа Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тата Йĕпреç районĕнче пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа паллаштарĕç. Республикăн Культура министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, фильм пуçланиччен специалистсем экстремизмпа терроризм пирки каласа кăтартĕç, «Мĕн вăл терроризм?» видеоролик кăтартĕç.