Комментари хушас

28 Çурла, 2017

Чăваш Енри шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленипе паллаштарчĕ.

942 вĕрентÿ организацийĕнчен пурне те тенĕ пекех вĕренÿ çулне пуçламашкăн йышăннă ĕнтĕ. 4-шĕнче кăна — Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕсенчи, Вăрмарти Егоров ячĕллĕ, Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулсенче — çитес эрнекун пĕрремĕш шăнкăрав янăрамĕ. Вĕсенче юсавпа реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Юлашкинчен асăннинче ку ĕçсем юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

Шкулсене юсама-хăтлăлатма кăçал 1,3 миллиард тенке яхăн уйăрнă. Кĕнеке фончĕ 180 пин учебникпе, пособипе пуянланнă. Литература татах пулĕ — Патшалăх Канашĕ иртнĕ сессире çакăн валли тата 107 миллион тенкĕ уйăрассине ырланă. Ачасене илсе çÿреме 338 шкул автобусĕ пур — çителĕклĕ. Тепĕр тесен çĕннисем те пулаççĕ: Мускав 27 автобус шантарать, республика укçипе тата çиччĕ туянма палăртнă.

Рубрика: