Комментари хушас

25 Aug, 2017 | Хула | Ярмăрккă

Ырантан, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен, Шупашкарта тата республикăри ытти хулара "Кĕр парни-2017"  курав уçăлать. Канмалли кунсенчи суту-илÿ ял хуçалăх продукцине ăна туса илекентен тÿрремĕнех туянма май парĕ.

Ярмăрккă вырăнĕсене хула администрацийĕсем палăртнă ĕнтĕ. Ятарлă пасара туянакансене те, сутакансене те йыхравлаççĕ. Ял хуçалăх апат çимĕçне сĕнекенсен вырăн укçи тÿлеме тивмĕ. Продукци те лавккаринчен йÿнĕрех пулассине шантараççĕ.

Вера ТИТОВА. ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.