Комментари хушас

22 Çурла, 2017

Чăваш тумĕ — Китайра

Иркутск облаçĕнчи чăвашсем черетлĕ хутчен чикĕ леш енче пулнă савăнăçлă хыпар пĕлтереççĕ. Вĕсем Китайри Хулумбир хули çывăхĕнчи Хайлар провинцийĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери эрешсемпе тумсен фестивалне хутшăннă.

Ç ĕ р ш ы в ч ы с н е ç ÿ л л ĕ ш а й р а хÿтĕленĕ йăхташăмăрсем — çĕнтерÿçĕн ылтăн турилккине, дипломсене тивĕçнĕ. Чи кирли вара — кăмăл-туйăмĕсене çĕклесе капашсăр пуянлатнă, чунран хăпартланнă.

Иркутск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ çак фестивале хутшăнма пулăшнăшăн Этнодизайнерсен Евразири Ассоциацине тав тăвать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.