Комментари хушас

22 Çурла, 2017

Чăваш Енре этноэкспедици йĕркелесшĕн

Чăваш Енре этноэкспедици йĕркелес шухăша РФ Президенчĕ çумĕнчи Нацисен хушшинчи хутшăнусем енĕпе ĕçлекен канашăн членĕ, Этноссем хушшинчи журналистика гильдийĕн ертÿçи, «Национальный акцент» хаçат тата интернет-портал тĕп редакторĕ Маргарита Лянге Чăваш Енĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе Александр Ивановпа ĕнер, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче, тĕл пулсан палăртнă.

Маргарита Лянге «Раççей тĕрĕкĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивале килнĕ. Аса илтерер: ăна Шупашкар хула кунне уявланă май çурла уйăхĕн 19–20-мĕшĕсенче йĕркелерĕç.

Хăна министра «Этноэкспедици» проектпа паллаштарнă. Унăн тĕллевĕ – журналистсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕпе паллашасси, кайран, хăйсен тăван тăрăхĕнче, ыттисен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартасси. Маргарита Лянге шухăшланă тăрăх, Чăваш Енпе паллаштармалли, пирĕн тăрăхăмăр çинчен каласа кăтартмалли çителĕклех.