Комментари хушас

21 Çурла, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем Каçал тăрăхĕнчи аграрисен аталанăвĕпе паллашаççĕ

Паян "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем Каçал тăрăхĕнчи ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашаççĕ. Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Никифоров патĕнче пулчĕç.

Ку тăрăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15701 гектар çинче вырса илмелле. Паянхи кун тĕлне мĕнпур лаптăкăн 33 процентне çапса тĕшĕленĕ. Тухăç гектартан вăтамран 27 центр тухать. Кĕрхисене акма 2677 га, е планпа палăртнин 53% процентне, сухаласа хатĕрленĕ. Кашни условнăй ĕне пуçне выльăх апачĕ  вăтамран 22,3 центнер апат единици янтăланă.

"АСК", "Золотой колос", "Урожай", "Асаново", "Слава картофелю" хуçалăхсем вырмара уйрăмах хастар.

Рубрика: