Комментари хушас

17 Çурла, 2017

Çĕнĕ предмет вĕрентĕç

Чăваш Енри шкулсенче финанс пĕлĕвĕ предмета ăса хывтарасшăн. Çак предмета Раççейри 72 регионта сăнав мелĕпе вĕрентме тытăннă ĕнтĕ.

Чăваш Енре ку проекта Сĕнтĕрвăрринчи гимназире тата Патăрьелти шкулта пурнăçласшăн. Вĕсен йышне Шупашкарти виçĕ шкул та кĕрĕ: 24, 30 тата 48-мĕшсем. Çулталăк вĕçне Раççейре вĕсен йышĕ 500-е çитмелле. Специалистсене уйрăм курссенче хатĕрлĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.