Комментари хушас

Ăна Етĕрне районĕн каччи Дмитрий Якутов шухăшласа кăларнă. Çак кăткăс ĕçе вăл пĕччен пурнăçламан паллах, ушкăнпа тăрăшнă. Кăçал Мускаври Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă каччă Сочири «Сириус» вĕрентÿ центрĕнчи «Пысăк чĕнÿсем» программăпа килĕшÿллĕн шкул ачисене робототехникăпа паллаштарнă, вăл унта вĕрентекен тивĕçĕсене пурнăçланă. Центра кашни уйăхра Раççейри 600 ытла ăслă та пултаруллă ача пухăнать.

Çамрăк робототехника «Сириуса» йыхравласан вăл тÿрех килĕшнĕ. Ăна ачасене вĕрентесси, вĕсемпе пĕрле хăш-пĕр вăрттăнлăха уçăмлатма май пурри кăсăклантарнă. «25 кунра программистсемпе, электронщиксемпе, инженерсемпе пĕрле шкул ачисене пилотсăр çÿреме пултаракан автобус прототипне ăсталама вĕрентрĕм. Эпир мини автобус хатĕрлерĕмĕр. Унăн тытăмне ятарлă платформа, датчиксем, хăватлă компьютер кĕреççĕ. Çав платформăпа кирек епле транспорта та çÿретме пулать. Хăй тĕллĕн çÿрекен техника малашне пурнăçа кĕрĕ. Хăш-пĕр çĕршывра ун йышшисемпе усă курма пуçланă ĕнтĕ. Эпир ăсталанă пĕчĕк автобуссене пысăк заводра, паркра çÿретме пулать», — ăнлантарнă Дмитрий. Яш кун çинче кăна чарăнса тăма шухăшламасть. Кăçал вăл Мускаври тепĕр аслă шкулта пĕлĕвне тарăнлатма пуçлĕ. Çав вăхăтрах Дмитрий водительсĕр ĕçлеме пултаракан ял хуçалăх техники валли ятарлă программа çырать.

 

Нина ЦАРЫГИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.