Комментари хушас

Нумаях пулмасть Канашри лицейре вĕренекен Анна Алексеевăпа Муркаш шкулĕн кадечĕ Екатерина Смирнова Раççейри шкул ачисен юхăмĕн космос фестивалĕнче пулнă. Унта лекес тесе хĕрсен конкурс хушăвĕсене пурнăçлама тата юлашки 3 çулта мĕнле çитĕнÿсем тунине ĕнентерме тивнĕ.

Хĕрсем пĕтĕмлетĕве 2 эрне чăтăмсăр кĕтнĕ. Заявкăна ырланине пĕлсен вĕсем питĕ савăннă. Командăпа пĕрле чăваш хĕрĕсем Мускавран самолетпа Казахстана — Байконура — вĕçнĕ. Унта вĕсем валли тĕлĕнмелле кăсăклă программа хатĕрленĕ. Сергей Рязанский, Александр Лазуткин космонавтсемпе тĕл пулнă. Байконурта экскурсире пулнă, музейсене çитнĕ. Раççейри шкул ачисен юхăмĕн председателĕпе, РФ вĕренÿ министрĕпе курнăçнă. Чи пĕлтерĕшли — «МС-05» космос карапне вĕçтернине сăнани.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.