Пушкин пултарулăхĕ кăсăклантарнă
А.С. Пушкин пултарулăхне халалласа Раççрейре тĕпчев, наукăпа проект ĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Ăна нумаях пулмасть пĕтĕмлетнĕ. Канашри патшалăх службипе управленийĕн ли¬цейĕнче вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.
10-мĕш класра вĕренекен Юля Шалина «Манăн Пушкин» номинацире 1-мĕш вырăна тухнă. Унăн тантăшĕ Евгений Григорьев «Лицейри тăванлăх» номинацире палăрнă.
Пурĕ конкурса 900 ытла ĕç тăратнă, вăл шутра Казахстан, Китай шкулĕсенчен.