Комментари хушас

1 Çурла, 2017

Инвалида ĕçе илнĕ те услови туса паман

Улатăрти коммерци организацийĕсенчен пĕрне ертсе пынă пуçлăха 6 çул каяллахи ĕçшĕн суд тенкелĕ çине лартнă. Патшалăха вăл ун чух 50 пинлĕх улталани сиксе тухнине кура суд ăна 120 пин тенкĕлĕх штрафланине РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтерет.

Инвалида юрăхлă ĕç вырăнĕ туса панишĕн хыснаран укçа парассине илтнĕскер 2011 çулта виççĕмĕш ушкăнри сусăра ĕçе илнĕ. Унччен маларах районти ĕçлĕх центрĕпе килĕшÿ туса хăйĕн яваплăхне палăртнă. Инвалида вырăнпа тивĕçтерме 50 пин ытлалăх тăкаклантăм тесе хутсем хатĕрленĕ, республика хыснинчен 50 пин тенкĕ илнĕ.

www.hypar.ru