Комментари хушас

28 Утă, 2017

«Бюджет укçипе тухăçлă усă курмалла»

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕнче тĕп хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех çывăх вăхăтри тĕллевсене палăртрĕç.

Тĕп докладпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарчĕ. Вăл кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче чылай кăтартăва лайăхлатма май килнине пĕлтерчĕ. Акă организацисен çаврăнăшĕ экономика ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕм енĕпе илсен 100 млрд тенкĕпе танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăр тĕлĕшпе 110% пулать. Производство калăпăшĕ чылай отрасльте пысăкланнă. Çав хушăрах хăш-пĕринче, тĕслĕхрен, строительство комплексĕнче, кăтартусем чакнă.

Докладçăна хула Пухăвĕн депутачĕсем тата канашлăва килнисем ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Вĕсем ишĕлес патнех çитнĕ, авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансене çĕнĕ çĕре пурăнма куçарассипе çыхăннă программăна вăхăтра пурнăçлама май килĕ-ши тесе пăшăрханчĕç. Питтукассинчи свалкăна рекультивацилес ĕçе мĕншĕн халĕ те пуçламаннине уçăмлатас терĕç: çакăн валли федераци тата республика бюджечĕсенчен пысăк укçа уйăрнă-çке. Пухăннисене Шупашкарта пассажирсене автомобиль тата электричество транспорчĕпе илсе çÿрессине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту та нумай калаçтарчĕ. Тавралăха хăтлăхпа тирпей-илем кĕртесси, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси — çак темăсене те хускатрĕç.

«Шупашкар — Чăваш Енĕн тĕп хули. Республика шайĕнчи проектсенчен ытларах пайне шăпах Шупашкар хулинче пурнăçлама йышăннă. Эппин, вырăнти влаçăн вĕсене вăхăтра ĕçе кĕртмелле тата бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курмалла», — пĕтĕмлетрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, çак мероприятие ертсе пынăскер.

Теги: