Комментари хушас

26 Утă, 2017

Тапанар патĕнче пысăк инкек пулнă

Паян кăнтăрла иртни 13 сехет те 30 минут тĕлĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Тапанар ялĕ тĕлĕнче пысăк инкек пулнă. М7 федераци трасси çинче виçĕ çын вилнĕ, улттăн аманнă. Малтанласа шухăшланă тăрăх, йывăр тиевлĕ "MAN" машинăн урапи шăтса кайнипе сакăр вырăнлă "Peugeot" пĕчĕк автобуспа çапăннă. 

Инкеке лекнисене епле пулăшу кÿни пирки республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева каласа кăтартнă. Авари вырăнне васкавлă пулăшу кÿрекен 4 бригада 8 минутра пырса çитнĕ.  Аманнисенчен пĕри реанимацире выртать, ыттисене те тухтăрсем пулăшаççĕ.  Михаил Игнатьев министра лару-тăрăва сăнаса тăма, тивĕçлĕ пулăшу кÿме чĕнсе каланă.

Автор: