Сĕм-сĕм вăрман витĕр – Хĕрлĕ хулана
"Атăлпа Урал хушшинче" проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
- Асатте, пирĕн пăрахут анлă Атăлпа анаталла пырать. Мĕн тери илемлĕ тавралăх кунта! Атăлăн сулахай енĕпе хыр, чăрăш вăрманĕ кашлать... - хăйĕн савăнăçне ниепле те ниçта шăнăçтараймасть Темтепĕлейкин.
- Мăнукăм, ку вăрмана Йăлăм теççĕ. Унăн вĕçĕ-хĕр-ри те çук пуль. Таçта çитиех сарăлса выртать вăл.
- Апла пулсан çухалса каясси те нимĕн те мар. Унта темĕнле чĕр чун та пур-и вара? Эпир иксĕмĕр хăçан çак вăрмана çитсе килĕпĕр? - ыйту çине ыйту пачĕ шăпăрлан.
- Тен, паянах, мăнукăм, - пуçран ачашласа илчĕ Шурсухал. - халь эсĕ мана тимлĕ итле те çивĕч сăна. Эпир палăртнă вырăна çитиччен темĕн тĕлĕнмелли те пулĕ.
Пăрахут хумсем çийĕн тикĕссĕн ишет. Чарлансем пĕр вĕçĕм вĕçеççĕ. Мăнукĕпе аслашшĕне ырă çул сунаççĕ тейĕн.
- Кĕçех, акă, Шупашкар ГЭСĕ патне çитĕпĕр. Питĕ пысăк гидроэлектростанци. Атăла пĕвелеме таçти халăх çынни те хастар хутшăннă. Паян çĕр-шыва электричество парать. 1980 çулта чÿк уйăхĕнче шыв çулне пĕвеленĕ, раштавăн 31-мĕшĕнче вара пĕрремĕш гидроагрегат хута кайнă, - анлă тавра курăмлă экскурсовод пекех ăнлантарать Шурсухал. - Ав, тимлĕрех пăхсам, мăнукăм, ГЭС плотинипе автоçул выртать. Вăл пирĕн республикăна кÿршĕ Мари республикипе çыхăнтарать. Унсăр пуçне çав çулпа Мари Эл урлă Киров облаçне, Коми Республикине, Тутарстана та çитме пулать. Эпир вара иксĕмĕр Çĕнĕ Шупашкарта анса юлăпăр та малалла çатма пек тип-тикĕс çулпа Йошкар-Олана кайăпăр. Çулĕ вăрăм пулĕ, анчах вăл çав тери интереслĕ.
Археологи шыравĕсем Мари Эл тĕп хули Йошкар-Ола çывăхĕнче мезолит тапхăрĕнченех (пирĕн эрăччен 12 пин çул каялла) çынсем пурăннине çирĕп-летсе параççĕ.
Вун улттăмĕш ĕмĕр çурриччен çак территори Хусан ханствине кĕнĕ пулнă. 1552 çулхи юпа уйăхĕнче Хаяр Иван Хусан ханствин çĕрĕсене хăйĕн патшалăхĕ çумне пĕрлештерет. Вырăнти халăх çĕнĕ патшана пăхăнса пурăнма тупа тунă, анчах кĕçех ясак (налук (мамăк тир) тÿлеме чарăнаççĕ. Тепĕр çулхи çуркунне халăх пысăк пăлхава çĕкленет. Хаяр Иван патша çак çĕрсенчи пăлхавçă халăха çарпа лăплантарма хăтланать. Вăхăтăн-вăхăтăн пăлхавçăсем темиçе хутчен те хăйсен килĕшменлĕхне палăртса хирĕç тăрăва çĕкленеççĕ. Патша хăйĕн вăйне кăтартас тĕллевпе кунта крепость хуласем тума йышăнать. Йошкар-Ола шăпах çакăнтан пуçланса кайнă та ĕнтĕ.
«Кокшага çинчи патша хула» (каярах Царевококшайск) 1584 çулта Хаяр Иван вилнĕ хыççăн Федор Иоаннович патша вăхăтĕнче никĕсленнĕ. Хула таврашне тăпра купаласа пĕренесемпе çирĕплетсе çавăрнă. Вăхăт иртнĕ çемĕн çак хула суту-илÿ центрĕ те пулса тăрать. Халăх пысăк пайĕ çĕр ĕçĕпе пурăннă. Хăмла çитĕнтернĕ. Мамăк тир туса илесси вăйлă аталанать, вăрман касас ĕç анлă сарăлать.
300 çул каяллах çирĕпленнĕ Царевококшайск уес центрĕ пулса тăрать. Вун саккăрмĕш ĕмĕрте хулара чул çуртсем çĕкленеççĕ, пилĕк чиркÿ тăваççĕ. 1835 çулта Пĕрремĕш Николай император хула малашне те аталанма тивĕçлине палăртса хут çырать.
Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Царевококшайск пĕчĕк те лăпкă хула шутланнă. Халăх ытларах ял хуçалăхĕн-че тăрăшнă.
1919 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Царевококшайск хулине Краснококшайск ятне параççĕ. 1928 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Краснококшайскран хăйсен мари чĕлхипе Йошкар-Ола («Хĕрлĕ хула») ятлă пулмалла тесе çирĕплетеççĕ. 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнченпе Йошкар-Олан хăйĕн гербĕ тата ялавĕ пур. Андрей Эшпай композитор Леонид Дербенев сăмахĕсемпе «Песня об Йошкар-Оле» хула гимне çырать. Ăна Эдуард Хиль юрлать.
Йошкар-Ола вăрман варринче ларакан хула. Хамăр çĕр-шывра вăл «симĕс» хуласенчен пĕри шутланать.
Çармăс халăхĕн апат-çимĕçĕ ĕмĕрсем хушшинче йĕркеленсе, пухăнса пынă. Вĕсем ытларах сĕлĕ, тулă, хура тул пăттисем пĕçернĕ. Кавăн пăтти те анлă сарăлнă. Яшка пĕçернĕ çĕрте аш-какайпа е пулăпа усă кураççĕ. Çуркунне ытларах чухне кăшкар ути, серте, вĕлтĕрен яшки пĕçереççĕ.
- Асатте, вĕсен наци апачĕн хăш-пĕр ятне калаймастăн-и? - кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Темтепĕ-лейкин.
- Çук çав, мăнукăм. Питех интереслентерет пулсан вĕсен наци апачĕн кафене кĕрсе тухар.
Ак, кур, мĕнле ят кăна çук! Колан лашка (пулă лапши), пура (кăшман квасĕ), паренге перемеч (çĕр улми икерчи, пÿремечĕ), шурашан студень (кĕрперен хатĕрленĕ студень), шергинде, эгерче (икерчĕ), кавăн пăтти... Вĕсен уявĕсем те хăйне май интереслĕ. Акă Çĕнĕ çул уявне çармăссем У Ий пайрем теççĕ. Çавăн пекех Шорыкйол (çветкке), Рошто (сурхури), Конта Пайрем (кăмака уявĕ), Пеледыш Пайрем (чечек уявĕ), У пучымыш (çĕнĕ пăтă праçникĕ) тата ытти тĕрлĕ уяв пур.
- Ой, асатте, мĕн тери интереслĕ. Тата хăш-пĕр сăмах пирĕн чăваш чĕлхине çывăх, пĕр пекрех илтĕ-неççĕ, - сăмах хушмасăр тÿсеймерĕ Темтепĕлейкин.
- Çапла, мăнукăм, çапла. Нумай çĕннине пĕлтĕмĕр эпир паян. Иксĕмĕрĕн çул çÿрев малалла тăсăлать. Çитес вăхăтра кÿршĕллĕ Тутарстан Республикине çитсе килĕпĕр. Эсĕ хирĕç мар пуль?
- Нихăçан та! Санпа, асатте, питех те интереслĕ çула тухма. Эпĕ яланах хатĕр! Апла пулсан унта та çитĕпĕр.
Тусăмăрсем, çитес çул çÿревччен эппин!