Комментари хушас

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Йошкар-Олара РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе çĕршывăн Нацисен хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи планеркăна шăпах çав ларупа çыхăннă самантсенчен пуçларĕ.

Ларура яланхиллех тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Республикăн инвестици программине мĕнле пурнăçланипе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ. Программа пĕтĕмпе 4,6 миллиард ытла тенкĕлĕх, хута ямалли объектсен списокĕ самай вăрăм. Çулталăк вĕçлениччен Çĕрпÿри шкул алăкĕсем уçăлмалла, ялсенче 4 культура çурчĕ, 23 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлесе каймалла. Анчах, шел те, хăш-пĕр объект тĕлĕшпе çивĕчлĕх те çук мар. Шăпах вĕсем пирки хивре калаçу пулчĕ.

Сĕнтĕрвăрринчи гимнази реконструкцийĕ вăхăтра вĕçленмест. Котельнăя газ сечĕпе çыхăнтарас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă. Çавна май чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тин ăшă парасси халех паллă. Подряда илнĕ компани хуçин ячĕпе ÿпкевлĕ сăмахсем пулчĕç. «Вăл, Игорь Анисимов, пĕр организаци учредителĕ кăна мар. Чееленме хăнăхса çитнĕ. Пĕр объекта илет те — пăрахса хăварать, унтан теприне...» — тарăхăвне пытармарĕ Михаил Игнатьев. Анисимова канашлăва чĕннĕ — хăй ерçеймен, унăн çыннисем килнĕ. Анчах вĕсем хайхи газпа çыхăннă ĕçсем тĕлĕшпе проекта улăштарма тивнине кура чăрмавсем тухса тăнă тенине Михаил Васильевич йышăнмарĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.