Комментари хушас

20 Утă, 2017

Диплом илнĕ кун асра юлать

Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнчен кăçал вĕренсе тухакансем хăйсене диплом панă куна нихăçан та манмĕç. Мĕншĕн тесен аслă пĕлÿ илнине ĕнентерекен çак документа вĕсене Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пачĕ.

Савăнăçлă мероприятие уçнă май РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев вуз пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, вăл регионти патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене хатĕрлекен, вĕсен квалификаци шайне ÿстерме тата çĕнĕ професси илме май паракан пĕртен-пĕр аслă шкул пулнине палăртрĕ. Студентсем патшалăх тата муниципалитет управленийĕн органĕсенче, предприяти-организацире практикăра пулнине, çавна май нумайăшĕ хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев академирен вĕренсе тухакансем пысăк пĕлÿ шайĕпе палăрса тăнине каларĕ. «Паллах, кунта преподавательсен тÿпи те пур. Вĕсем студентсене пĕлÿ панипе пĕрлех çамрăксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе те ăнтăлаççĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ. 

Акă савăнăçлă, çав хушăрах хумхануллă самант çитрĕ. Манти тăхăннă çамрăксем пĕрин хыççăн тепри диплом тухса илчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Рубрика: