Сĕт хакне йÿнетес марччĕ
Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче 70 ытла çын пурăнать. Çав шутра - 43 пенсионер, тĕрлĕ вырăнта вăй хураканни 10-ăн, шкулта вĕренекен 8 ача, ытти килти хуçалăхра тăрăшать е ял-йыша эрехле ĕçлесе парать.
Çамрăксем шкул пĕтерсен ялтан тухса каяççĕ, хулара пĕлÿ илнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче пурăнма таврăнмаççĕ. Мартынкассинче ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен ăнăçлă пĕр предприяти те çук. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем ÿсĕм тăваймаççĕ. Çавăнпа çынсене вырăнта ĕçе вырнаçма çăмăл мар. 1990 çулсенче районти вун-вун хуçалăх, çав шутра пирĕн те, панкрута тухрĕ. Унтанпа 20 çул иртрĕ. Апла пулин те саланнисен вырăнĕнче çĕнĕ предприяти сахал йĕркелерĕç. Совет тапхăрĕнче колхозра хастар ĕçленисем ытларах никĕслессе кĕтеççĕ. Шел те, шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре сухалакан çителĕксĕртен уя çум курăк хуплать. Вăй питти арçынсем çĕр лаптăкĕ çемьене тăрантармалăх, ачасене тумлантармалăх, çурт-йĕре юсамалăх, килти хуçалăх умĕнчи ытти ыйтăва татса памалăх тупăш паманнине ăнланса Раççейĕн тĕрлĕ хулине шапаша çÿреççĕ. Юрать-ха, çапла майлаштарса пурнăçа сыпăнтарса пыраççĕ. Тепĕр енчен, республикăран пин-пин çын ĕçлеме юта кайнинче çемйисемшĕн лайăххи сахал. Патшалăх ял-йыша ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те туманни куç кĕрет. Çакăнпа пĕрлех вăл ял хуçалăхне йĕркелемешкĕн тĕрлĕ предприяти никĕслеме хавхалантарать. Сăмахран, пирĕн патран 20 çухрăмри Исванкă ялĕнчи Леонид Петров 7-8 çул каялла килти хуçалăхсенчен сĕт пуçтарма тытăнчĕ. Куллен чылай яла çитет. Мартынкассине ирхи 6 сехетех пырать. Хальхи вăхăтра кашни литршăн 17 тенкĕ тÿлет. Çулталăк пуçламăшĕнче 22 тенкĕ паратчĕ. Килти хуçалăхра туса илекен продукци кашни эрнере тенĕ пекех йÿнелет. Иртнĕ çулла сутлăх хак 10 тенкĕ юлчĕ. Ял çыннисем кăçал та çав шая çитиех анасран халех кулянаççĕ.
Килти хуçалăхра ĕне усрасси - йывăр ĕç. Çакна тирпейлекен предприятисен ертÿçисем пĕлмеççĕ-тĕр. Мăшăрпа иксĕмĕр нумай çул ĕне тытатпăр. Çулла ăна 13-14 сехет кĕтÿре çÿрететпĕр. Шăрăхра пиçетпĕр, сивĕ çумăр айне лекетпĕр. Çăвĕпех утă хатĕрлетпĕр, улăм, тырă янтăлатпăр - самаях тăкакланатпăр, пысăк тупăш илейместпĕр. Çав вăхăтрах тирпейлекен предприятисем, суту-илÿ организацийĕсем сĕтрен услам нумай тăваççĕ. Çак йĕрке шайлашуллă мар. Хресчене кÿрентерес марччĕ. Сутлăх хака çулталăк тăршшĕпех пĕр шайра тытса тăмалла. Продукцие йÿнетсен çынсен кăмăлĕ хуçăлĕ, нумайăшĕ ĕне усрас шухăша пуçран кăларса пăрахĕ. Хамăр ял çыннисемпе калаçнă хыççăн çавнашкал пĕтĕмлетÿ турăм.
Пирĕн тăрăхра сĕт паракан йышлă мар. Мартынкассинче - 12-ĕн, Шапкинра - 11-ĕн, Энехметре - 4-ăн, Шор-Пайрашра - 6-ăн. Куллен 20-25-шер килограмм продукци сутакан А.Андреева, А.Ящикова, В.Багров, Н.Михайлова, А.Степанова, В.Спиридонов тирпейлекен предприятисем хака тĕрĕс лартасса шанаççĕ. Килти хуçалăхсене тăкак кăтартсан кĕтÿ кăçал татах чакма пултарать.
ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи