Комментари хушас

24 Ака, 2014

Сăпка юррисене аса илнĕ

Çемье хушăнасса кĕтекен самант... Мĕн тери илĕртÿллĕ, асамлă вăл. Çавăн чухне пулас амăшĕн йĕри-тавра ырри, хитри, чуна хавхалантараканни кăна хуçаланмалла: пепкене çакă лайăх витĕм кÿрĕ.

Пулас амăшĕсене хÿтĕлес тĕллевпе Етĕрне районĕн тĕп больницин, ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем тата районти Хĕрарăмсен канашĕ хăйне евĕр пуçару тунă. Раççейре Культура çулталăкĕ пынине асра тытса «Сăпка юрри - ман пепке валли» конкурс йĕркеленĕ вĕсем.

Фольклор жанрĕн çак тĕсĕ халăхра ĕлĕкрех анлă сарăлнă. Компьютер технологийĕсем пуç пулса тăнă XXI ĕмĕрте ансат çак хайлавсене пурнăçран хĕссе кăларман-и эпир? Хамăрăн пĕчĕкскерĕмĕрсене юрласа çывăрттармалли сăмахсем пĕлетпĕр-и? Кĕввине чухлатпăр-и? Ырă йăла-йĕркене асра тытассине тĕпе хунă та асăннă конкурс йĕркелÿçисем.

Тĕрĕссипе, пуçарăвăн тĕллевĕ вăл çеç мар - халăха амăшлăх, ашшĕлĕх тата ачалăх ыйтăвĕсенче тимлĕрех пулма хăнăхтарасси, ачапа унăн ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвне аталантарасси, ача воспитанийĕ тĕлĕшпе аслă ăруран опыт илесси. Сăпка юррисен конкурсĕ тĕрлĕ номинацире иртнĕ. Амăшĕн, ашшĕн, çемьен, авторăн, ачасен ушкăнĕн чи лайăх юррисене палăртнă вĕсенче.

- Акă Етĕрнери «Ладушки» ача-пăча фольклор ансамблĕн чиперккисем Глаша аппăшĕ патне «çĕнĕ кайăка курма» килнĕ. Чÿречерен шаккаççĕ, пепкене кăтартма ыйтаççĕ, сăпка юррипе савăнтарса хăвараççĕ. 5 ача ашшĕ В.Ильин пĕчĕк хĕр валли сăпка юрри шăрантарнине илтсен камăн чунĕ савăнмĕ? Е пĕртăван Васильевсен сассипе кам ан килентĕр? Чăн та, куракансем - пепке кĕтекен хĕрарăмсем, ашшĕ-амăшĕпе ачисем, асламăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ - конкурсра кашнине тимлĕ итлерĕç-курчĕç. Лару-тăру килти хăтлăха çывăх пултăр тесе тăрăшрăмăр: залра сăпка çакрăмăр, шушкă çакнă сăмавар вырнаçтартăмăр, урайне килте тĕртнĕ кавир сартăмăр, - каласа кăтартать пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ конкурс çинчен ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Галина Яранская.

Етĕрне ял тăрăхĕн «Пилеш» фольклор ансамблĕ те çак мероприяти айккинче юлман. Унта çÿрекенсем тин çуралнă ачана ят хунин йăла-йĕркине кăтартса панă, «Нянине-чуччине» авалхи юрра шăрантарнă. Сăмах май, «Пилеш» асăннă хăтлавпа пĕтĕм тĕнчери «Талант çуначĕ çинче» проект картинче Хусанта иртнĕ фестивале хутшăннă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Етĕрнесем фестиваль финалне Питĕр хулине çитĕç.

«Сăпка юрри - ман пепке валли» конкурс пуçласа иртни çинчен Мускавра та пĕлнĕ! Етĕрнене Пĕрремĕш телеканалтан шăнкăравланă. Кăларăм хатĕрлес тĕллевпе конкурса хутшăнакансене тепĕр хутчен пухма тивнĕ. Пурте хаваспах килсе çитнĕ.

Эппин, усал хыпар кăна мар, ырри те утпа çÿрет иккен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.