Комментари хушас

24 Ака, 2014

«Политех» парăнма хăнăхман

Раççей студенчĕсен волейбол лигин пĕрремĕш дивизионĕн чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту Шупашкарти Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕн волейбол лапамĕнче иртнĕ.

Тупăшăва Красноярск, Горно-Алтайск, Архангельск, Пенза, Калининград, Омск хулисенчи аслă шкулсенче вĕренекен яшсен командисем хутшăннă. Шупашкар чысне хулари политехника институчĕн студенчĕсем /тренерĕ - Павел Паршин/ хÿтĕленĕ. Пирĕннисем пĕрремĕш матчра «тăшманĕсене» 3:0 шутпа çĕнтернĕ, анчах тепĕр икĕ вăйăра çак шутпах выляса янă. Пур пĕр «Политех-ДСК» команда çурма финала тухнă, Омск волейболисчĕсене 3:0 шутпа парăнтарса пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Финалта Горно-Алтайсксемпе Красноярсксем вăй виçнĕ, çивĕч кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕпе Алтай тăрăхĕн студенчĕсем чемпион кубокне тивĕçнĕ. Çапла вара мала тухнă виçĕ команда, çав йышра пирĕн ентешсем те, çĕнĕ сезонра Раççей студенчĕсен волейбол лигин аслă дивизионĕнче ăмăртĕç.

Çак кунсенче тепĕр хыпар пĕлтĕмĕр: Шупашкарти политехника институчĕн команди республикăри аслă шкулсен универсиадинче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. «Политех» Чăваш Енри университетсемпе институтсен турнирĕнче виççĕмĕш çул пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.