Комментари хушас

6 Утă, 2017

Хĕвел ачи – хĕвел çаврăнăш

Ача чухне ялти кашни анкартинчех çăр улми ани йĕри тавра хĕвел çаврăнăш лартатчĕç. Питĕ илемлĕн чечкленеççĕ "хĕвел ачисем". Пахчана пăхма кăмăллă. Хĕвел çаврăнăш пулса çитеспе вĕсене кайăксем тапăнатчĕç. Хĕвел çаврăнăш пуçĕсене хаçатсемпе е кивĕ пусма таткисемпе чĕркесе упраттăмăр. Сарăхнă пуçсене касса урама тухаттăмăр, сĕтеклĕскерсене ăмăртмалла шĕкĕлчеттĕмĕр. Пуçсем пулса çитсен вĕсене касса аслăк çинче типĕтеттĕмĕр, кайран ÿпне хунăскерсене туяпа шаккаса тĕшĕлеттĕмĕр. Шултра хура, шурă хупăллă хĕвел çаврăнăша хĕл валлилĕх самаях хатĕрлеттĕмĕр. Çамрăксем ĕлĕкренпех улахсенче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлченĕ. Хăйне май кăсăк йăла пулнă вăл.

Халĕ пахчасенче хĕвел çаврăнăш пуçĕсене кураймăн, ăна çитĕнтерме кăткăс мар пулин те. Таçтан килнĕ баклажан-цукиние калча туса чăрмансах çитĕнтерме пăхатпăр. Хамăр тăрăхра лайăх çитĕнекен усăллă çимĕçсем пирки манса пыратпăр. Хĕвел çаврăнăш лайăх çитĕнет, унăн вăрлăхне пасарта хутаçĕпех туянма пулать. Лартма шултра вăрлăх суйламалла. Унра çын организмне кирлĕ витаминсемпе минералсем, çусем питĕ нумай. Чечекри хĕвел çаврăнăш епле илемлĕ тата! Пахчаçăсене çак культурăна çĕнĕрен çитĕнтерме пуçлама сĕнетĕп. Эпĕ те пĕр хушă ун пирки «маннăччĕ». Халĕ виççĕмĕш çул ăна валли вырăн тупатăпах. Вăл чуна хаваслăх илсе килет.

Кĕркунне çитеспе вара ăна ĕлĕкхи меслетпех кайăк-кĕшĕкрен упратăп, типĕтсе тĕшĕлетĕп.

Надежда БЕЛОВА, пахчаçă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.