Комментари хушас

Кам тетĕр-и? Тĕнче чемпионачĕн шăчăпа сикес енĕпе кĕмĕл призерĕ Анжелика Сидорова. Ăмăрту Чехири Острава хулинче иртнĕ.

Пĕрремĕш хутĕнче вăл — 4,50 метр, иккĕмĕшĕнче 4,60 метр сикнĕ. Виççĕмĕш хутĕнче вара 4,70 метра парăнтарнă. Ăмăртура Анжелика çĕнĕ вăрăм шăчăпа пĕрремĕш хут сикнĕ. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл çĕнтерÿ хыççăн журналистсене панă интервьюра: «Хамăн çуралнă кунра çĕнтернĕшĕн чунран савăнатăп, анчах кăтарту мана пур-пĕрех тивĕçтермест. Ăмăрту икĕ сехет çурă пычĕ. Пирĕн тупăшу вăхăтĕнче чемпионата савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Юлашкинчен ывăнса çитрĕм, çапах пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăм. Çĕнĕ шăчăпа сикмешкĕн хăнăхса çитмелле. Ун хыççăн тата лайăхрах кăтартусем пуласса шанатăп». Ăмăртура Канада пики Алиша Ньюмен иккĕмĕш вырăн йышăннă, бронза медале Венесуэлăри Робейлис Пейнадо тивĕçнĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.